27 июня 2012 г.
Хамăр пурăнакан кил-çурт таврашне тирпей-илемре, тасалăхра тытас тĕлĕшпе районти кашни ял поселенийĕн депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн (4", 2012 çулхи мартăн 26-мĕшĕ, 11 пункт) çынсене çакăн пирки яланах асра тытма хушать тата çапла пĕлтерет. Çурт хуçисен, вăхăтлăх пурăнакан çынсен çак йĕркесене пăхăнса пурнăçласа пымалла: • вăхăтра кил-çурт таврашĕнче юсав ĕçĕсем ирттермелле, сăрласа илемлетмелле; • хытă йышши каяшсене хăвăр пурăнакан кил-çурт таврашĕнче тытмалла е контейнерсене кайса пăрахмалла; • строительствăра е урăх тĕллевпе усă курмалли материалсене çурт умĕнче 7 кунран ытларах тытма юрамасть, вĕсене хăвăрăн территорине (картише, пахчана) кĕртсе тирпейлĕн купаласа хумалла; • умри курăка (вĕлтĕрене, эрĕм-хупаха) вăхăтлă çулса тăкмалла. Енчен те кÿршĕре никам та пурăнмасть пулсан, вĕсен территорийĕ еннелле те 15 метра яхăн çулса тасатмалла; • трактор-машинăна, ытти техникăна хăвăр çурт-йĕр умĕнче кăна тытмалла. Ялсенче пурăнакансен çак ĕçсене кил-çурт умĕнче пачах та пурнăçлама юрамасть: • машина-трактора, ытти техникăна юсама, вĕсене çума, сĕрмелли-çунтармалли хатĕрсене тăкма; • çÿп-çапа çĕр айне чавса чикме; • типнĕ курăка е ытти ăпăр-тапăра çунтарма. Асăннă правилăсене пăхăнман çынсен (çав шутра должноçрисен те) çирĕп явап тытма тивет. Хамăр тавралăха хамăр тасалăхра тытма тăрăшар. Çакна пурнăçлама пĕрре те йывăр мар.