Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿпе çитĕнÿ юнашарах

27 июня 2012 г.

ПЫСĂК хавхаланупа вĕçлерĕç кăçалхи вĕренÿ çулне Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 6 "в" класс ачисем. Класра Шăмăршă, Виçпÿрт Шăмăршăпа Çĕнĕ Шăмăршă, Кивĕ Шăмăршăпа Энтĕрьелĕнчи ачасем ăс пухаççĕ. Кунсăр пуçне тĕрлĕ класран пуçтарнă вĕсене: вĕренÿре те, ĕçре те кайрисен шутĕнче пулнă вĕсем, дисциплина енĕпе полици уйрăмĕнче учетра тăракансем те. Çăмăлах пулмарĕ малтанхи тапхăрта çĕнĕ класа ертсе пыма. Анчах та пуçа усман, çине-çинех ашшĕ-амăшĕпе тĕл пултăм, вĕсемпе паллашрăм, пĕрле тату ĕçлеме пуçларăмăр. Çапла ĕçленин усси куç умĕнчех. Уроксене сиктерекен ачасем, дисциплинăна пăсаканнисем халĕ пачах та çук. Больницăна тĕрĕсленме каймалла е пасара тумтир илме тухмалла, е спортпа туслисен ăмăртăвне хутшăнмалла ашшĕ-амăшĕ маларах класс ертÿçине пĕлтерсе тăрать. Ачасен вĕренÿри çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ. Акă Аръяховапа Исаева вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе çеç вĕçлерĕç. Маттур ачасен шутĕнчи С.Тюнтеровпа А.Захарова, М.Попов историпе обществознани предмечĕсен олимпиадинче палăрса тăчĕç. Миша спортра та малтисен ретĕнче, самбо енĕпе кĕрешсе республика шайĕнче пысăк çитĕнÿсем тăвать. Класс тулашĕнчи мероприятисем ачасене чăн тус-юлташ пулма вĕрентеççĕ. Кунран-кун ачасем çывăхланса, туслашса пычĕç, пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Вуншар конкурсра, фестивальте, курава хутшăнтăмăр. Чунтан тăрăшса хатĕрленсен, вăй хурсан кашни ачах çитĕнÿ тума пултарнине ĕненме пуçларĕç. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче ачасем сакăр хутчен 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç, ултă хутчен – 2-3-мĕш вырăнсем. Çакă-çке ачасен çитĕнĕвĕ, савăнăçĕ, хавхаланăвĕ. Çуллахи вăхăта та ачасем усăллă ирттереççĕ. Июнĕн 13-мĕшĕнчен тытăнса 23-мĕшĕччен ачасем шкул пахчинче вăй хучĕç: клумбăсене çум курăкран тасатрĕç, шăварчĕç, кăпкалатрĕç. Ултă ача шкул çумĕнчи "Веснушки" лагерьте сывлăхне çирĕплетрĕ. Июнĕн 22-мĕшĕнче "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллашрăмăр. Наци паркĕн Н.Игнатьева тата С.Ларионова специалисчĕсем пирĕнпе питĕ интереслĕ экскурси ирттерчĕç. Паллах, вĕренекенсем çут çанталăкри ытти вăрттăнлăхсене те курса тĕлĕнчĕç. Тĕрлĕ йывăç-тĕме, курăксемпе чечексен ячĕсене ас туса юлма тăрăшрĕç. Вун-вун кайăк юррине итлесе киленчĕç, вĕсене те сассисенчен уйăрма тĕмсĕлчĕç. Каярах костер умĕнче юрăсем шăрантартăмăр, шашлăк çирĕмĕр. Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче ашшĕ-амăшĕн тÿпи питĕ пысăк. Пĕрлехи конкурссем, викторинăсем, çавра сĕтел хушшинчи канашлусем питĕ çывăхлантарчĕç пире. Ачасемпе ĕçлеме те пулăшсах пычĕç, вĕсемпе ĕçлеме условисене лайăхлатма та вăйне-халне шеллемерĕç. Хаçат урлă 6 "в" класри мĕн пур ашшĕ-амăшне тав сăмахĕ калатăп, ырлăх-сывлăх, çемьере телей сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика