27 июня 2012 г.
Кăçал 5 уйăхра район территорийĕнче 5 авари пулнине, вĕсенче 6 çын аманнине регистрациленĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 4 аварире 4 çын аманнине шута илнĕччĕ. Аварисенчен иккĕшĕ транспорт хатĕрĕсем пĕр-пĕринпе пырса çапăннипе, иккĕшĕ çул хĕррине çаврăнса ÿкнипе, пĕри автомашина çуран пынă çын çине кĕрсе кайнипе çыхăннă. Кăçалхи аварисенчен виççĕшĕ – федераллă, пĕри район пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр çинче, пĕри ял урамĕнче пулса иртнĕ. 5 уйăхра çул-йĕр правилисене пăснă фактсем тăрăх пурĕ 798 административлă протокол çырнă. Вĕсенчен 38-шĕ – водительсем руль умне ÿсĕрле ларнипе, 280-шĕ – палăртнă хăвăртлăх режимне пăхăнманнипе, 28-шĕ – çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснипе, 62-шĕ – автомашина салонĕсенче водительсем, пассажирсем хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманнипе, 19-шĕ штраф суммине вăхăтра тÿлеменнипе çыхăннă. Май уйăхĕнче пĕр аварие регистрацилерĕмĕр. Хамăр район çынни 10-мĕш модельлĕ "Жигулипе" Карапай Шăмăршăран Шăмăршă еннелле пысăк хăвăртлăхпа вирхĕннĕ. Çакна пула вăл тÿрĕ те тап-такăр çул çинчех айккине çаврăнса ÿкнĕ. (Федераллă çулăн 111-мĕш километрĕнче). Йĕкĕт аманнă, автомашини юрăхсăра тухнă. Водителĕн больницăра выртсах сипленме тивнĕ. Хăвăртлăх режимне пăхăнманни, урăм-сурăм вирхĕнни инкек патне илсе пынă. Çак факт ытти водительсемшĕн те, уйрăмах çамрăксемшĕн, çирĕп урок вырăнне пултăрччĕ. Халĕ, каникул кунĕсем пынă май, ачасем çул-йĕр çинче скутерпа, велосипедпа ярăнса çÿренине тăтăшах курма пулать. Ачасен вĕсемпе çул çине пачах тухма юраманни пирки те аса илтеретпĕр. Скутер рулĕ умне 16 çул тултарнисен кăна ларма юрать. Вĕсен пуçĕ çинче мотошлем пулмалла. Ашшĕ-амăшĕн ачасене куллен хăрушсăрлăх йĕркисем пирки аса илтерсе тăмалла. Çывăхра транспорт килнине курсан çул урлă каçма тăхтаса тăмалли пирки те ăнлантармалла. Çул хĕрринче транспорт хатĕрĕ ларсан (уйрăмах пысăкки), тепĕр енне каçма шутласан тимлĕхе ÿстермелле. Мĕншĕн тесен çак транспорт çумĕпе тепĕр автомашина килме, кĕтмен çĕртен инкек кÿме пултарать. Çул çинче водительсене те, çуран çÿрекенсене те (уйрăмах ачасене) питĕ тимлĕ пулма ыйтатпăр. Кун пек чухне çитес çĕре вăхăтра та тĕрĕс-тĕкел çитме пулать.