27 июня 2012 г.
ÇАМРĂКСЕМ хушшинче сăра алкоголизмĕ аталанса пыни, ман шутпа, никамшăн та вăрттăнлăх мар. Шел пулин те, шкул ачисем хушшинче те палăрать çакă. Аслăрах классенче вĕренекенсем каçхи вăхăтра улахрах кĕтессене пухăнса сăра ĕçнине сахал асăрхатпăр-и; Çакнашкал тĕслĕхсене кăнтăр кунĕнче те тĕл пулма пулать. Арçын ачасем хушшинче хĕрачасем пулни вара уйрăмах хытă пăшăрхантарать. Пĕчĕккинчен пысăкки пуçланмасть-и вара; Паянхи çамрăк "сăра тусĕсенчен" ыранхи эрех чурисем пуласси пирки нимĕнле иккĕленÿ те юлмасть... Çул çитмен çамрăксене, уйрăмах ачасене, лавкка-ларексенче эрех-сăра, табак изделийĕсем сутма чарнă-ха. Саккуна пăхăнмасан сутуçăсем хăйсене явап тыттарасса питĕ лайăх чухлаççĕ. Çакăншăн хăшĕсен "хăлхисене пăрнă" тĕслĕхсем те пулмарĕç мар-ха. Ку, паллах, лайăх. Çаплине çапла-ха та... Çул çитмен çамрăксемпе ачасене сăра сутма чарнипех вĕсем сăра ĕçме хăнăхассине чарма çук. Ан тив, ан сутчăр – темех мар. Урăхларах меслетпе усă курма хăнăхса çитрĕç вĕсем. Хам та сахал мар асăрханă, ыттисем те аслă классенче вĕренекен шкул ачисем эрех-сăра сутакан вырăнсем таврашĕнче явăнкаланине кураççех пуль. – Тете, тархасшăн сăра илсе пар-ха – хамăра памаççĕ, – аслисен çумне çыпăçаççĕ хайхискерсем. Кун пек тума юраманни пирки асăрхаттарни кăлăхах. Вĕсен яланах тивĕçлĕ хурав пур: хăйсем валли мар, ашшĕсем янă имĕш. Сигарет туянса пама тилмĕрекен хĕрачасен те çакнашкал сăмахсемех. Пур вĕт пирĕн хушăра ырă кăмăллă тетесемпе куккасем: ĕçчĕрех, туртчăрах – пирĕн укçа мар вĕт. Çакнашкал çынсенчен ирĕксĕрех çапла ыйтас килет: ыттисем сирĕн ывăл-хĕрĕрсене сăра, сигарет туянса памаççĕ-и; Пĕлсен, вĕсене мĕн каланă пулăттăр-ши; Темĕн çав, сăмах тупăнмастех пулĕ. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисем сăра ĕçнинче ытла темех çук теме пăхать. Вĕсен шучĕпе, сăра – эрех мар. Хытах йăнăшаççĕ: сăран уйрăм сорчĕсенчи спирт хисепĕ хĕрлĕ эрехри шайрах. Кун пек чухне черченкĕ организма пĕр кĕленче мар, пĕр стакан сăра та ытлашшипех. Пĕр-икĕ кĕленче сăра мăн çынна та минретет пулсан, ача пирки калама кирлех-ши; Халĕ сутлăхра сăра-эрех кăна мар, "джинтоник" текен йышши тем тĕрлĕ шĕвек те пур. Вĕсенчен хăшĕсем вара, хăвачĕ енĕпе, сăраран та ирттереççĕ. Ячĕсем, шăвăç банкисем пĕр-пĕринчен илĕртÿллĕ – ирĕксĕрех туянăн. Çамрăксем те тÿссе тăраймаççĕ вара. Çамрăксемпе ачасем сăрана рекламăланă хыççăн та каяççĕ пулас. Массăллă информаци хатĕрĕсенче сăран çав-çав сорчĕ çав-çав выставкăра ылтăн е кĕмĕл медале, Диплома тивĕçни пирки каçса кайса пĕлтереççĕ. Ăçтан чăтса тăрăн; Çамрăксем те реклама хыççăн туртăнаççĕ вара. ... Каç пулнă. Çул çитмен çамрăксем пĕр ушкăна пухăннă. Кашнин аллинче – сăра савăчĕ, çăварĕсенче – сигарет. Ир енне вĕсем пулнă вырăнта пушă кĕленчесемпе сигарет пачкисен купи çеç юлать. Мĕн кĕтет малашне çакнашкал çамрăксене; Ирĕксĕрех ыйту тухса тăрать: çамрăклах явма тытăннă вĕренĕн вĕçĕ хăçан пулĕ-ши;