Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 1987 çулта хаçат мĕн çырнă

27 июня 2012 г.

Ушкăнпа – театра

Ĕçлеме çеç мар, усăллă канма та пĕлеççĕ "Шемуршинский" совхозри рабочисем. Çак кунсенче çеç-ха Энтĕръелĕнчи сысна ферминче ĕçлекенсем Шупашкарти К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш государство академи театрĕнче пулчĕç. Кунта вĕсем "Кĕлленнĕ юрату" спектакль курчĕç. Çывăх вăхăтрах Çĕнĕ Шăмăршă бригадинчи рабочисем те театра кайма шутлаççĕ. Совхоз ĕçченĕсем кăçал Ульяновск хулинче пулма та палăртса хунă. И. УСЬМАНОВ. (Январĕн 10-мĕшĕ)

Ялти стройкăсем

"Волга" колхозра строительство ĕçĕсем анлăн сарăлнă. Иртнĕ çул кунта 600 пин тенкĕ ытла укçа-тенкĕпе усă курнă, ĕне выльăхсем самăртмалли вите, тимĕр бетон кĕпер, 3 силос траншейи, спортзал хута янă. Улмаллă ялĕнче çĕнĕ магазин ĕçлеме пуçланă. Кăçал колхозра 90 вырăнлă ача сачĕ, пурăнмалли çуртсем тума пăхнă, выльăх-чĕрлĕх фермисене реконструкцилеме палăртнă. Çак ĕçсене çураки хыççăнах пуçăнаççĕ. Колхозри пилорамăра халĕ йывăç материалсем çурса хатĕрлеççĕ.

И. СИМУРЗИН. (Мартăн 14-мĕшĕ)

Комсомолец хăюллăхĕ

Çулăм ярса илнĕ çурт патне А. Карсаков комсомолец чи малтан чупса çитнĕ. Çамрăк çын ним шутласа тăмасăрах пушара сÿнтерме пуçланă. Тахăшĕ "Пÿртре Анна аппа юлнă", – тенĕ сасса илтсен, Алексей чÿрече кантăкне чавсипе çапса çĕмĕрнĕ те тĕтĕм йăсăрланакан çурта чăмнă. Хăюллă комсомолец вырăн патĕнче чăнтăхса нăйкăшакан 70 урлă каçнă карчăка шыраса тупнă, ăна чÿрече патне илсе çитернĕ. Тĕтĕмпе минренĕ Анна аппана чÿрече витĕр çынсене панă, хăй каллех пушара сÿнтерме васканă. Çиччĕри Сергей шăрпăкпа выляса тухнă пушарта ватă çынна вилĕмрен çăлнăшăн ял çыннисем Совет Çарне кайма хатĕрленекен Алексей Карсакова чĕререн тав турĕç.

В. МИТРОФАНОВ. (Апрелен 18-мĕшĕ)

Вăтăр пуспа... кавир

Васанта пурăнакан Г.Лукьянов кашни уйăхрах укçапа япала вылявĕн лотерея билечĕсене туянать. Апрель уйăхĕнчи выляв вара уншăн телейлĕ пулчĕ: Геннадий Николаевич вăтăр пус тăракан билетпа 266 тенкĕлĕх кавир выляса илчĕ.

Г. СЕМЕНОВ. (Майăн 1-мĕшĕ)

Тăрăшуллă киоскер

Район центрĕнчи "Союзпичет" киоскĕ – çынсен юратнă вырăнĕсенчен пĕри. Кунта кунĕпе вуншар çын çĕнĕ хаçат-журнал туянать. Тĕрлĕрен брошюрăсемпе открыткăсем, ытти япаласем те яланах çителĕклĕ. Р.Хайлова киоскер кунта çÿрекенсен ыйтăвĕсене вăхăтра, туллин тивĕçтерме тăрăшать. Сăпайлăхĕ, ăшă кăмăлĕ кашни валлиех çитет унăн. Р.Хайлова плансене те кашни уйăхрах ăнăçлă пурнăçласа пырать.

П. ВАЗАНОВ. (Майăн 8-мĕшĕ)

Ытларахăшĕ яла юлать

Çак кунсенче Пăчăрлă Пашъелĕнчи вăтам шкул пĕтернисен ăсату каçĕ пулса иртрĕ. Унти 40 çамрăк паспортпа пĕрле аттестат илчĕç, тăван шкулпа, юратнă учительсемпе сывпуллашрĕç. Выпускниксенчен ытларахăшĕ тăван яла юлма кăмăл турĕç.

Е.МАЛОФЕЕВА. (Июнĕн 30-мĕшĕ)

Чемпион паллă

Çак кунсенче футболла выляса районта мала тухассишĕн пыракан ăмăртусен черетлĕ турĕ пулса иртнĕ. Тĕлпулусем çапла вĕçленнĕ: "Старт" ("Восход" колхоз) – "Колос" ("Гвардеец" совхоз) – 3:2, "Знамя" (райĕçтăвком) – "Колос" – 2:2, "Урожай" ("Шемуршинский" совхоз) – "Заря" ("Правда" колхоз) – 0:2. Çапла майпа, "Заря" юлашки турчченех район чемпионĕ пулса тăчĕ. (Августăн 8-мĕшĕ)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика