27 июня 2012 г.
– Пирĕн кин çинчен ахалех начар шутлатăн пулĕ-ха эсĕ, Зоя, – кÿршĕн малалла калас сăмахне пÿлсе ним пулман пекех лăпкăн калаçрĕ Мария Васильевна. – Кăнтăр кунĕнчех арçынпа сĕтĕрĕнсе çÿремест ĕнтĕ вăл. Çитменнине, Розăпа Вадим пĕр-пĕрне питĕ килĕштереççĕ, хисеплеççĕ. Арăм хăйĕн упăшкине хытă юратсан, вăл тепĕр арçын ытамне кĕменнине эсĕ, хĕрарăм, лайăх пĕлетĕн. Тепĕр тесен, ку таврашра ун валли çамрăк арçын та çук. – Калас сăмахăма вĕçлеме пар-ха мана, Марье, – малалла калаçма хыпаланчĕ Зоя. – Роза киле килнĕ хыççăн çур сехетрен мунчаран лапсăркка хура çÿçлĕ, хыткан та çÿллĕ арçын тухса хăвасем патнелле тапса сикрĕ... – Мĕскер калаçан, Зоя; – сасартăк сăнран улшăнчĕ Вадим амăшĕ. – Тĕп-тĕрĕссине калатăп, Марье. Çав арçын хăвасем хушшинче виç-тăватă минут пулчĕ те, пахчасенче никам та çук-ши тесе пăхкаласа каллех хăвăрăн унчченхи мунчăра кĕрсе кайрĕ... – Санăн ÿстерсе калас йăла пуррине пĕлетĕп-ха... – Пур, пытармастăп. Анчах хальхинче тĕп-тĕрĕсне калатăп. Хам сăмахсене çăкăр тытса калама пултаратăп. – Апла пулсан... Ашшĕнчен вăрттăн Вадима пĕлтеретĕп-ха, кун пирки, тĕрĕслесе пăхтăр эсĕ каланине. – Таçтан сĕтĕрĕнсе килнĕ хĕрарăма култарас марччĕ хамăртан. Эх, Вадим... Хăш енĕпе начар пулчĕ-ши уншăн Анюта; Каччăсемпе çÿресе курман, сăпайлă, ĕçчен хĕр. Пединститут пĕтернĕ, тăван ялтах учительте ĕçлет. Сăн-сăпатран пăхсан та Розăран чипертерех... – Эх, ан та кала, Зоя. Анютăна хам та çав тери килĕштереттĕм те çав. Отпуска килсенех ашшĕпе вăрçăнса та илчĕç ĕнтĕ кун пирки. Тинех мĕн тăвăн; Хамăр эпир кÿршĕ хĕрнех кин тăвасшăнччĕ те... – Эпĕ каласа панине паян-ыранах тĕрĕслеттер Вадима. Арăмĕ ют арçынпа çыхланса кайнине хăй куçĕпе курса ĕненсен унран сивĕнет-ха. Пĕр тăхтаса тăмасăр хăваласа ямалла кил-çуртран çак якăлти хĕрарăма. Хура мăйăхлă тăсланкă арçынпа ирĕккĕнех янкăлтатса çÿретĕр. – Хальлĕхе нимех те татса калаймастăп, Зоя, – хурĕсене килелле хăваласа хăпарнă май пăлханса калаçрĕ Мария Кубыркина. – Ыран пĕтĕмпех паллă пулать акă. Пÿрт çумĕнчи пĕчĕк пахчари хыçлă сак çинче пĕр-пĕрне ăшшăн ыталаса ларакан Вадимпа Розăна курни хальхинче амăшне савăнăç кÿмерĕ, унăн чĕри çĕнĕ ыратупа тулчĕ. "Ан тив, паянлăха йăлтах унчченхи пекех юлтăр, – хаш! сывласа илсе шухăш çиппине карчĕ Мария Васильевна. – Вăхăтсăр каланă сăмах пĕтĕм ĕç-пуçа пăсса хума, уçăмсăр ыйтăва хуравсăр хăварма пултарать..."
х х х
Тепĕр кун, ирхи апат çинĕ хыççăн, ерипен ярăнса хăпаракан хĕвелĕн ăшă пайăркисем сывлăмлă курăк çийĕн ташлама пуçласан Кубыркинсем каллех вăрмана утçине кайма пуçтарăнчĕç. – Мансăр ан тунсăхла эсĕ кунта, чиперккеçĕм, – савнă мăшăрне питрен чăпăрт! чуп туса илчĕ Вадим. – Паянлăха чăт ĕнтĕ, Розочка. Каçа хирĕç машинăпа юлашки утта тиесе таврăнатпăр. Ыран та, тепĕр кун та кунĕпех пĕрле пулатпăр. Виçĕ кунтан вара погранотряда кайма тухăпăр. – Каçчен эппин, – савăнăçпа пĕрлех канăçсăрлăх туйăмĕсем палăракан кулăпа çиçсе илчĕ арăмĕ. Çулçăллă йывăçсем тата çурта пек тÿрĕ хырсем ÿсекен вăрмана кĕнĕ-кĕмен ĕнер Зоя каланă сăмахсене ывăлне каласа пама хатĕрленчĕ Мария Васильевна. Ку вăл ахаль калаçу пулмасса, ывăлĕ хăйĕн арăмне хÿтĕлесе сăмахсен вут-хĕмне тăкасса туйнă май, Мария Васильевнăн чĕринче канăçсăр туйăмсем стакана янă шампански эрехĕ евĕр чашкăрса вĕрерĕç. Анчах та ĕнерхи килпетсĕр хыпар тĕрĕслĕхне пĕлме хистесси – суя-и вăл е чăн – амăшĕн таса тивĕçĕ пулнине тарăннăн ăнланса, кăмăлне хытарса ывăлне савăнтарман калаçăва аякран пуçларĕ. – Вадим, – терĕ вăл, хăйĕн уттине кăштах чакарса. – Розăпа пĕрле мĕн чухлĕ пурăнатăн эсĕ; – Ĕнер шăпах виçĕ уйăх çитрĕ, – хуравларĕ ывăлĕ, пĕр вырăнта тăп чарăнса. – Маларах, пĕр çемьене пĕрлешиччен, хăйне арçынсемпе мĕнлерех тыткалатчĕ; – Йĕркеле-ех. Çăмăлттай ăслă хĕрарăм вырăнне хумастăн пулĕ те эсĕ манăн Розăна; – Эсир, арçынсем, заставăра утмăлăн, вăл – пĕртен-пĕр хĕр-санинструктор... – Анне, Розăпа хирĕçсе каймарăн пулĕ те; Мĕншĕн ун çине шăрт тăрататăн; Туя-ятăп, килĕшмест вăл сире, ытларах Анютăна юрататăр эсир. Анчах та Розăпа пĕрле манăн пурăнмалла-çке-ха, сирĕн мар!
(Малалли пулать.)