Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхрĕ юрă ян та ян!

30 июня 2012 г.

КАМ юрлама-ташлама пуринчен те маттуртарах; Кам ывăнма пĕлмесĕр савăнма пултарать; Паллах, çамрăксем: яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç. Ĕненместĕр-и; Енчен те эсир Шăмăршăри культурăпа кану центрĕ умĕнче иртнĕ "Çамрăк сасăсем" фестивале килсе курнă пулсан пĕр сăмахсăрах çакăнпа килĕшнĕ пулăттăрччĕ. Хĕрсемпе каччăсем илемлĕ юрă-кĕвĕпе ташларĕç, конкурсантсене хыттăн алă çупса саламларĕç.

Раççей Çамрăкĕсен кунне халалласа районта çулленех "Çамрăк сасăсем" фестиваль иртет. Унта юрă хыççăн юрă шăранать. Вĕсене çамрăксем юрлаççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тыткăнлаççĕ. Чуна пырса тивмелле юрлакансене итленĕ май жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Кĕввине кура тата еплерех хусканусем тăваççĕ конкурса хутшăнакансем;

"Çамрăк сасăсем" фестиваль Гран-прине Александра Измайлова (Карапай Шăмăршă) тивĕçрĕ. Вокал ансамблĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта Палтиелĕнчи "Фарево", иккĕмĕшĕнче – Кивĕ Чукалсен, виççĕмĕшĕнче – Шăмăршăри ÿнер шкулĕн "Улыбка" ансамблĕсем.

"Соло-вокал" номинацире (вăл икĕ ушкăна пайланнă) 14-18 çулхисем хушшинче Анастасия Мердеева, Кристина Егорова (иккĕшĕ те Шăмăршă), Мария Кудряшова (Карапай Шăмăршă), 18-35 çулхисенчен Ольга Муравьева (Пуянкасси), Алексей Ефимов (Карапай Шăмăршă), Нина Чемерова (Шăмăршă) палăрчĕç.

"Дуэт" номинацире Палтиел ял поселенийĕнчи Алиса Лукьяновапа Кристина Долгова çĕнтерчĕç, Аннăпа Алена Мандрюковасем (Кивĕ Чукал) – иккĕмĕш, Анастасия Тимошкинапа Кристина Данилова (Пăчăрлă Пашьел) виççĕмĕш вырăнсенче.

Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен секторĕн Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысланă. Çавăн пекех Анна Падиарова, Петр Бельцов, Дарья Пименова та тава тивĕçнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика