30 июня 2012 г.
ĔНЕР район администрацийĕн ларусен залĕнче районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ вун улттăмĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев, район прокурорĕ С.И. Егоров хутшăннă. Кун йĕркине пилĕк ыйту кĕртнĕ.
1. Пĕр мандатлă 9-мĕш номерлĕ Виçпÿрт Шăмăршă суйлав округĕнчен районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулма суйланă И.М. Абсалямовăн полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех пĕтересси çинчен.
2. Шăмăршă районĕн пуçлăхне – районти депутатсен Пухăвĕн председательне суйласси çинчен.
3. Районăн контрольпе счет органне йĕркелесси çинчен.
4. Шăмăршă районĕнче мемориал сооруженийĕсем вырнаçтармалли положение çирĕплетесси çинчен.
5. Районти муниципаллă пурлăха приватизацилемелли сăнавлă планне (программине) улшăнусем кĕртесси çинчен.
Ларăва хутшăннисем пурте пĕр саслă пулса район пуçлăхĕ – районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ пулма Менир Хасянзанович ХАМДЕЕВА суйланă. Вăл 1956 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче çуралнă, пĕр мандатлă Патирек суйлав округĕ тăрăх суйланнă районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ.
Ларура район администрацийĕн организацилле пайĕн юридици секторĕн заведующийĕ В.И. Дмитриев районта мемориал сооруженийĕсем вырнаçтармалли положенипе паллаштарнă.
Районти депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ çавăн пекех районăн контрольпе счет органне йĕркеленĕ, унăн положенине çирĕплетнĕ. Ларура районти муниципаллă пурлăха приватизацилемелли 2012 çулхи сăнавлă плана (программăна) кĕртнĕ улшăнусене те пăхса тухнă.