30 июня 2012 г.
ÇĔР ĕçченĕсен хальхи тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – калчасене ăнăçлă пăхса çитĕнтересси. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем самаях вăй илчĕç ĕнтĕ. Пропашной культурăсем те начар мар тухăç паччăр тесен çу каçа самай ĕçлеме тивет: çум-курăксемпе сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене хирĕç те вăхăтра кĕрешмелле, йăрансене кăпкалатмалла.
Выльăх апатне те çителĕклĕ чухлĕ янтăламалла. Хальлĕхе тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксене 1830 гектар çинче пĕрремĕш хут çулнă, пĕтĕмпе 1120 тонна утă хатĕрлеме, 1650 тонна сенаж хывма ĕлкĕрнĕ. Кăçал кашни хуçалăхрах выльăх апатне пĕлтĕрхинчен ытларах хатĕрлесе хăварма палăртнă.