30 июня 2012 г.
ЮН КУН çĕр-шывра Çамрăксен кунне уявларĕç. Çак кун Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев культурăра, искусствăра, ăслăлăхра, спортра палăрнă 4 яш-хĕре ЧР Çамрăксен патшалăх премине панă. 1996 çултанпа çак чыса республикăри 84 çамрăк тивĕçнĕ. Кăçал конкурса 41 ĕç тăратнă.
Ăслăлăх, техника тата производство тытăмĕсенче пысăк çитĕнÿ тунăшăн премие "ЭКРА" наука-производство предприятийĕ" тулли мар яваплă обществăн станци оборудованийĕн реле хÿтĕлевĕпе автоматикине хатĕрлекен пайĕн 2-мĕш категорири инженерĕ Владимир Петров тивĕçнĕ.
Вĕренÿ, воспитани тата çамрăксен политики енĕпе Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти физикăпа математика вĕрентекенне Юрий Никонова чысланă.
Халăх пултарулăхне сарнăшăн тата аталантарнăшăн литература, культура тата искусство енĕпе премие Йĕпреçри ачасен искусство шкулĕн театр уйрăмĕн вĕрентекенĕ Александра Максютова-Басманцева тивĕçнĕ.
Сывлăх сыхлавĕпе тавралăха сыхлас, физкультура тата спорт енĕпе лауреатсен йышĕнче – "Центродент" тулли мар яваплă обществăн врач-стоматолог-терапевчĕ Ирина Ильина.
Михаил Васильевич пухăннисене Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламланă.
Çавăн пекех уявра чи лайăх ăслăлăх проекчĕсен çĕнтерÿçисене те чысланă. "Студентсен çемйи – 2012" конкурса пĕтĕмлетнĕ.