Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк хитре тĕкĕпе, этем – ĕçĕпе

30 июня 2012 г.

ШĂМĂРШĂРИ Н.Куракинапа эпĕ 2007 çулта паллашрăм. Ун чухне чирлесе ÿкнине пула манăн тĕп больницăри стационара выртмалла пулчĕ. Больницăна выртса сипленме йышăнакан пÿлĕмре тивĕçлĕ хутсем хатĕрленĕ вăхăтра кунта ĕçлекен З.Краснова медсестрапа, Н.Куракина санитаркăпа тÿрех пĕр чĕлхе тупрăмăр. Вĕсем мана ăшшăн кĕтсе илчĕç, кирлĕ хутсем çырсан терапи уйрăмĕнче выртса сипленме кăмăллăн ăсатса ячĕç.

Характерсем пĕр евĕрлĕрех пулнăран-и е пурнăç çине пĕрешкел куçпа пăхнăран, Надежда Васильевнăпа кун хыççăн çывăхрах паллашса кайрăмăр. Больницăра сипленнĕ вăхăтра та, каярахпа та тăтăшах тĕл пулса калаçаттăмăр. Халĕ те пĕр-пĕрне курсан питĕ савăнатпăр, кăмăллăн калаçатпăр. Хальхи вăхăтра иксĕмĕр те пенсире ĕнтĕ.

Лайăх тантăш тăван пекех хаклă. Юлашки çулсенче эпĕ чирлĕрех тăнăран, Надежда Васильевна ман патăма килсе хавхалантарать, ăшă сăмахпа чун-чĕрене çĕнĕ хăват парса хăварать. Пĕр-пĕрне лайăх ăнланнăран-и, хамăр пурнăçри интереслĕ те асра юлнă самантсене те аса илетпĕр.

Çак ырă кăмăллă та ĕçчен хĕрарăм пирки манăн вулакансене кĕскен те пулин каласа парас килет.

Надежда Шамеева (хĕр чухнехи хушамачĕ) Çĕнĕ Шăмăршăра çуралса ÿснĕ. Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ĕç биографине "Шемуршинский" совхозра пуçланă. Малтан вăл уй-хир бригадинче тăрăшнă. Сăпайлă хĕре бригадăра ĕçченлĕхшĕн хисепленĕ. Каярахпа Надя совхозри самăртнă выльăх-чĕрлĕхе аш-какай комбинатне ăсатса тăрассишĕн яваплă пулнă. Тивĕçлĕ хутсене бухгалтерие вăхăтра тăратнă вăл, ĕçре вăр-вар пулнă.

Ĕçчен хĕре кÿршĕллĕ Çĕпрел тăрăхĕнчи Анатолий Куракин куç хывнă. Пĕр-пĕрне килĕштерекен каччăпа хĕр часах пĕр çемьене пĕрлешнĕ.

1975 çулта Надежда Куракина районти тĕп больницăри ача çураттаракан уйрăма ĕçлеме куçнă. Унта çамрăк санитарка тÿрех ĕçченлĕхпе, хăйĕн тивĕçĕсене таса чунпа пурнăçланипе палăрнă. Çулран-çул чăтăмлăн ĕçлесе пынă вăл. Çак уйрăмра пурĕ 32 (!) çул вăй хунă. З.Федоровапа Л.Кузнецова врачсемпе, З.Леонтьева акушеркăпа, И.Моисеева медсестрапа, Л.Сетнерова санитаркăпа тата ыттисемпе килĕштерсе, пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕ. Уйрăмра санитарипе гигиена йĕркисене яланах тивĕçлĕ шайра тытса тăма тăрăшакан санитаркăна ача çуратма килекен хĕрарăмсем те хисепленĕ.

2007 çулта Н.Куракинана тĕп больницăра чирлисене тĕрлĕ уйрăмсене сипленме яма йышăнакан кабинета ĕçлеме куçарнă. Чирлисемпе яланах тимлĕ пулнă Надежда Васильевна. З.Краснова медсестрапа килĕштерсе ĕçленĕ, 55 çул тултарсан, 2009 çулта, Н.Куракина тивĕçлĕ канăва тухнă.

Мăшăрĕпе, Анатолийпе, икĕ хĕрпе пĕр ывăл ÿстерсе çитĕнтернĕ. Хĕрĕсем çемье çавăрнă ĕнтĕ.

Куракинсен кил-çуртĕнче яланах тирпейлĕх хуçаланать. Пÿлĕмсене тĕрлĕ тĕрĕсем илем кÿреççĕ.

Н.Куракинан пĕтĕмĕш-ле ĕç стажĕ 40 çулпа танлашать. Пархатарлă ĕçшĕн "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Надежда Васильевна хăйĕн пурнăçĕн пĕлтерĕшне яланах ĕçре, çемье çирĕплĕхĕнче курнă. Çак ăнлавсем уншăн халĕ те малти вырăнта тăраççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика