30 июня 2012 г.
РЕДАКЦИЕ пĕр ялтан (ятне асăнмăпăр) çыру килчĕ. Ял çыннисене пирĕн хаçатра çу (май) уйăхĕн 30-мĕшĕнче тухнă номерĕнче пичетленнĕ "Сÿтсе явмаллах" статья çырма хистенĕ-мĕн. Ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ питĕ пĕчĕк пулни, хресчен тыр-пула та, сĕте те пĕчĕк хакпа сутни, çав вăхăтрах сĕт пуçтарса тирпейлекен предприятисем кĕсйисене нухратпа тултарни вĕсене те самаях пăшăрхантарать иккен.
Ăнланма пулать çыру çыракансене: выльăх-чĕрлĕх усракан продукци сутса та пулин кăштах пайта курасшăн. Ялсенче ытти майпа укçа тумалли енсем сахалтарах пулни каламасăрах паллă.
Çырура халăхран сĕт туянакан предпринимательсем çинчен сăмах пырать. Пĕр енчен илсен, вĕсем пурри лайăх та пулĕ: ытлашши продукцие ялтан тухмасăрах сутма, вырнаçтарма пулать. Çитменнине хăш-пĕр предпринимательсем сĕтшĕн укçине те вăхăтрах парса пыраççĕ, вăрах тăсмаççĕ. Çавăнпах пулĕ сĕт сутас текенсем йышлă.
Çыру авторĕсене сĕт хакĕ пĕчĕккĕ пулни пăшăрхантарни пирки маларах асăнтăмăр-ха. Тĕрлĕ ялта тĕрлĕрен вăл. Асăннă ялта та пĕр предприниматель сĕте литрне 7 тенкĕпе пуçтарнă-мĕн. Туянакан урăх çук-та – ирĕксĕрех йÿнĕпе сутма тивнĕ çынсен. Каярахпа, çынсемшĕн çÿл тÿперен кĕтмен телей татăлса аннă евĕр, яла кÿршĕ район предпринимателĕ килме тытăннă. Сĕт хакĕ те хăпарнă, 9 тенке çитнĕ. Лайăх вĕт! Анчах камшăн лайăх, камшăн – çук: икĕ предприниматель хушшинче "вăрçă" пуçланнă: сĕте йÿнĕпе туянакан ниепле те хăйĕн бизнесне çухатасшăн мар. Юлашкинчен ялти "хуçа" ют çынна пистернĕ-пистернех. Акă мĕнлерех конкуренци пырать халĕ предпринимательсем хушшинче. Епле-ха унсăрăн: йÿнĕпе илсе хаклăрах сутса самаях тупăш илме пулать вĕт! Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем хăйсен "çăкăрне" вĕçертесшĕн мар.
Çыру авторĕсем çак пулăма мафи вырăнне хурса хаклаççĕ (юрĕ, политикăна кĕрер мар). Çакăн çинчен ял поселенийĕн администрацийĕнче те пĕлеççĕ, сĕт хакне хăпартас тĕлĕшпе нимĕн те тумаççĕ имĕш. Тĕрĕссипе, администраци ĕçĕ те мар-тăр-ха çакă: хаксен хутшăнăвне вăл йĕркелесе пымасть-çке, пĕр литр сĕт миçе тенкĕ пуласси унран килмест. Пирĕн шутпа, çакăн пирки сĕт пуçтаракан предпринимательсем хăйсем хушшинче калаçса татăлни лайăхрах пулĕ. Анчах, шел пулин те, паян вĕсенчен ытларахăшĕ "чухăн нуши – пуян нуши мар" принциппа пурăнаççĕ.
Кун пек чухне выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем сутакан ял çыннисем тĕлĕшпе ырă улшăнусем пуласси шыв çине сенĕкпе çырнă пекех уçăмсăр. "Тен, прокуратура пулăшĕ; – пĕлесшĕн çынсем. Анчах вăл сире мĕнпе пулăшма пултарайĕ; Çÿлерех хускатнă ыйтăва татса парасси унран та килмест.