Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача – çемье телейĕ

30 июня 2012 г.

АЧА çуралсан ĕлĕк пирĕн асатте-асанне, кукаçей-кукамай пĕчĕкскере çу хыптарнă. Ăна тĕне кĕртсен, ача чăкăчĕ чÿкленĕ. "Ĕмĕрлĕ пултăр, кунлă-çуллă пултăр!" – тенĕ. Хĕр ачана кĕмĕлпе, арçын ачана ылтăнпа танлаштарнă. Вăл вăхăтра çемьесенче йышлă ача-пăча пулнă.

Кăçалхи 6 уйăхра районта пурĕ 76 ача çут тĕнчене килнĕ. Июнь уйăхĕнче 6 арçын ачапа 10 хĕр ача çуралнă. Халĕ те ĕлĕкхи йăла-йĕркене тĕпе хурса ырлăх-сывлăх, телей суннах ĕнтĕ пепкесене ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем. Ячĕсене вара ĕлĕкрех хураканнисене суйланă: Устина, Ульяна, Артур, Илья, Степан...

Шел, вилекенсен шучĕ çав-çавах пысăк. Çур çулта 126 çын ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Вилекенсен вăтам çулĕ: арçынсен – 66, хĕрарăмсен 70 çулпа танлашать.

"Туя туй пек тăвар-и, ура хуçса ташлар-и..." Çак такмака каласа çĕр кисрентерсе ташлакансем кашни ялтах пур. Кăçал хальлĕхе 45 хутчен туй кĕрленĕ. Июнь уйăхĕнче 13 каччăпа хĕр пĕр çемьене чăмăртаннă. Пурте вĕсем пехил сăмахĕсене ăша хывса ĕмĕр пĕрле пурăнма тупа тунă. Çаплах пулсан тем пекехчĕ те, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула çемье саланнă тĕслĕхсем те пур: 24 мăшăр текех пĕрле пурăнма пултарайманни пирки пĕлтерсе хут уйăрттарнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика