30 июня 2012 г.
ПАХЧА ÇИМĔÇ туса илесси çăмăл ĕç маррине чăваш хресченĕ никам каламасăрах пĕлет. Шел, тар тăкса ÿстернĕ тухăçа тĕрлĕ чир е хурт-кăпшанкă тапăнса шар кăтартма пултарать.
Сăмахран, пурте юратакан çĕр улмин тухăçне 10-50 процент таран чакаракан чирсен йышне 100 тĕрлĕ чир-чĕре тата хурт-кăпшанка кĕртнĕ. Чирсем сарăлса пынипех пулĕ юлашки çулсенче Раççейре тухăçлăх 20 çулхи шайрах тăрса юлнă.
Пирĕн тăрăхра çĕр улмин ылтăн нематоди анлă сарăлнине çирĕплетеççĕ Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем. Пĕлтĕр кăна Управленин октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнчи 161-мĕш приказĕпе килĕшÿллĕн Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Çĕмĕрле, Етĕрне, Елчĕк районĕсенчи 32 ялти 346 çĕр лаптăкĕ (101,13 гектар çинче) тĕлĕшпе карантин фитосанитари йĕркине çирĕплетнĕ. Пĕтĕмпе вара 293 ял çак муртан тăкак тÿснĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен 1229,18 гектар çĕрĕ çинче те нематода алхаснă. Уйрăм çынсен 5670 лаптăкĕнче ку чир сарăлнă.
Чир ернĕ çĕр улми туни çинçе тата тĕмми пĕчĕк пулать. Хлороз аялти çулçисенчен пуçланать те çÿлелле хăпарать, çапла майĕпен пĕтĕм тĕме сиенлетет. Çеçкисем те, чечекĕсем те шутлă кăна тухаççĕ, çимĕçсен йышĕ палăрмаллах чакать. Кунашкаллисене йăран çинчен кăлармалла, кĕркунне çĕр улми кăларнă хыççăн çеçкине çунтармалла.
Пахчасем çума-çумăнах пулни, вăхăтра кирлĕ мерăсем йышăнманни - мур алхаснин тĕп сăлтавĕсем. Ытларах чухне нематода чирлĕ çĕр улми тымарĕнчен тата çимĕçĕнчен куçать. Анчах та, сăмахран, Елчĕк районĕнче чирлĕ сухан-порей, томат, кишĕр, сахăр кăшман нематодăна вăй илтернĕ тĕслĕх те пулнă. Кунсăр пуçне ял хуçалăх техники, пушмака тата кĕреçе-кĕрепле çумне çыпçăннă тăпраран та сарăлать. Çĕр улмие пĕр вырăнтах кашни çул лартни те нематодăшăн лайăх.
Çавăнпа та кăçалхи вырăна тепĕр 4-5 çултан тин таврăнмалла. Патшалăх инспекторĕ Наталья Круглова каланă тăрăх, ку çимĕçе томат ÿстернĕ вырăна лартмалла мар, мĕншĕн тесен вĕсем пĕр чирпе – фитофторозпа сиенленеççĕ.
Çĕр улмие унччен пăрçа йышши культурăсем, кукуруза ÿснĕ лаптăка лартма тăрăшмалла.
"Иккĕмĕш çăкăр" туса илнĕ вырăна вара люпин акса хăварсан аван, пăрçа йышши культурăсем те чирпе кĕрешме пулăшаççĕ, ытти мера пирки те манмалла мар.
Вăрлăх валли чире чăтăмлă сортсене суйламалла, 60-80 кунсенче ĕлкĕрекенни пулсан тата лайăх. Атăл-Вятка регионĕнче "Жуковский ранний", "Пригожий-2", "Алмаз", "Фреско", "Сантэ", "Никита", "Рождественский", "Пушкинец" тата "Шурминский", "Акцент", "Аспия", "Гранат", "Заворовский", "Миракел" сортсене лартма сĕнеççĕ. Вăрлăха чирленине тĕрĕслесе тăракан ятарлă предприятисенче туянмалла.
Специалистсем çакнашакал меслет те сĕнеççĕ. Пахчана 4 пая пайламалла. Пĕр пайĕ çĕр улми валли пултăр, иккĕмĕшĕ - купăста, хăяр, кабачок, патиссон, кавăн валли; виççĕмĕшĕ - томатсем, сухан, ыхра, пăрçа, пăрçа йышши культура валли; тăваттăмĕшĕ - кишĕр, хĕрлĕ кăшман, çарăк валли. Тепĕр çул пĕрремĕш лаптăкра ÿстернĕ çимĕçсене иккĕмĕшĕ çине куçармалла, иккĕмĕшĕнчен - виççĕмĕшне тата ытти те.
Чир ертесрен çĕр улмие лартма тĕплĕн хатĕрленни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Упраннă чухне япăхраххисенчен, çĕрме тытăннисенчен хăтăлмалла. Куçĕсене татса тăмалла, вăрлăха хÿтĕлемелли ятарлă хатĕрсемпе усă курни те пăсмĕ.
Чире яракан организмсенчен тислĕк йышши органика им-çамĕ хывни те аван. Витĕмлĕ минерал им-çамĕ шутне йывăç кĕлне (е улăм) кĕртмелле. Вăл тăпра йÿçеклĕхне чакарать тата çĕр улмин тутă пахалăхне лайăхлатать.
Çавăн пекех çĕр улми йăранĕсене çуркунне хыр тата чăрăш хуппине вĕтетсе сапмалла. Хăть мĕнле ĕç хыççăн та хатĕрсене тата пушмака тасатма ан манăр.
Юлашки çулсенче чикĕ леш енчен çĕр улми илсе килесси ÿсни куç кĕрет. Çавна май нематодăн тепĕр тĕсĕ - тĕссĕр (бледная) текенни сарăлас хăрушлăх та пур. Вăл Азире (Инди, Судан, Япони), Европăра (Ирланди, Испани, Норвеги, Португали, Германи, Аслă Британи тата ыт.), Çурçĕр тата Кăнтăр Америкăра (Канада, АПШ, Аргентина тата ыт.) анлă сарăлнă.
Специалистсем каланă тăрăх, чир ернĕ лаптăкра тухăç 50 - 90 процент таран чакма пултарать. Çĕр улмисĕр тăрса юлас хăрушлăх та пур. Тăкак тÿсес мар тесен тĕссĕр нематодăна парăнман сортсем лартма тăрăшмалла. Чăваш Еншĕн, сăмахран, "Инноватор" юрăхлă. Чирлĕ лаптăка горчица акмалла. Ку мур томатсене те, паслен йышне кĕрекен культурăсене те тапăнма пултарать.
Асăннă ведомство специалисчĕсем вăл е ку чире сарăлма парас мар тесе тимлеççĕ. Сăмахран, ылтăн нематода тата çĕр улми ракне тупса палăртас тĕллевпе çулсерен ятарлă тĕпчевсем йĕркелеççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр, уйрăм çынсен 2 пин лаптăкне (5,0 пин гектар) тĕрĕсленĕ. Çĕр улми лĕпĕшĕ пуррине палăртас тĕллевпе феромон капкăнĕсем лартса 1,0 пин гектар тĕрĕслев ирттернĕ. Çак ĕç кăçал та вăй илсе пырать, анчах та пахчаçă хăй тимлĕ пулнине ним те çитмест. Иккĕленÿ сиксе тухсанах асăннă управленипе çыхăнма сĕнес килет.