Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсем – Чăваш Ен командинче

30 июня 2012 г.

РАЙОНТИ ачасене хушма пĕлÿ паракан "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче спортăн тĕрлĕ енне аталантарма тăрăшаççĕ. Кунта темиçе секци ĕçлет, вĕсенче вĕренекенсемпе çамрăксем хăйсен ÿт-пÿне пиçĕхтереççĕ, сывлăхне çирĕплетеççĕ. Çавăн пекех ăмăртусенче те вĕсем çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ.

Юлашки çулсенче триатлон енĕпе те палăра пуçларĕç пирĕн ентешсем. Вĕсене Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командине те кĕртеççĕ. Шупашкарта иртнĕ триатлон енĕпе пулнă Раççей шайĕнчи ăмăртăва Чăваш Еншĕн Дмитрий Ефимовпа Илья Хлюкин тупăшнă. Илья ăмăртăвне Чăваш Республикин командин тренерĕ пысăка хурса хакланă, шанчăк параканскер тесе палăртнă. Дима вара эстафетăра палăрнă. Вăл пиллĕкмĕш тапхăрта Чăваш Ен командине 9 вырăнтан 6 вырăна сĕтĕрсе кăларма пултарнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика