Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕслĕх илмелĕх пур

30 июня 2012 г.

ЧЕРЕТЛĔ субботник. Предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсене йывăç лартма хушнă: Шăмăршăра ятарлă аллея пулмалла-мĕн. Кашнинех ятарласа лаптăксем уйăрса панă, миçешер тĕп чăрăш лартмалли те паллă.

Хаçат тухмаллаччĕ çав кун. Çавăнпа субботника иккĕн çеç – редактор çумĕпе эпĕ тухса утрăмăр. Каярах юлса çитрĕмĕр пулас: çынсем пикенсех ĕçлеççĕ.

Пирĕн участок – пулас аллея вĕçнерех иккен, районти тĕп больница тата çыхăну ĕçченĕсем хушшинче. Ĕçе пуçăнас тесе тăратпăр. Пăхрăмăр та хайхи, пирĕн лаптăк... куç умĕнчех чакса пырать. Те ытлашши хĕрсе кайнă çынсем, те асăрхаса çитереймен – икĕ ушкăн юлашки хунавсене лартрĕ. Эпир туххăмрах пăрăнтăмăр.

Тăратпăр çапла иккĕн нимĕн пулман пек ун-кун пăхкаласа. Кĕтмен çĕртен таçтан район администрацийĕн пĕр работникĕ çитсе тăчĕ.

– Çынсем ĕçленĕ чух мĕскер çăвар карса тăратăр! – тет хайхискер.

– Эпир хамăр ĕçе тахçанах вĕçленĕ, – тетпĕр иккĕн харăс.

Администраци çынни, пирĕн варланма та ĕлкĕреймен кĕреçесемпе алăсем çине пăхса, иккĕленнĕ пек пулчĕ, унтан пĕр ÿркенмесĕрех пирĕн лаптăк патне çитсе килчĕ.

– Хаçатçăсенчен тĕслĕх илмелĕх пур! – терĕ вăл юлашкинчен пурте илтмелле. – Иккĕн çеç пулсан та хастар ĕçленĕ, хăйсен ĕçне пуринчен малтан вĕçленĕ.

...Те чăнласах каларĕ, те шахвăртса – чухлаймарăмăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика