Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мамăк ... урамрах ÿсет

30 июня 2012 г.

МĔН пытармалли: хаçатçăсем хушшинче шахвăртма-вăлтма юратакансем те çук мар. Коллектива çĕнĕ работник килсен ăна "тĕрĕслесе" пăхасси вара пур çĕрте те пур.

Урамра тăратпăр хайхи. Пĕр лаптăка кукша пуç курăкĕ (одуванчик) пусса илнĕ. Вăррисем те пулса çитнĕ: пĕр касă çил вĕрет те – шур мамăк вĕçет.

– Эх, мĕн чухлĕ мамăк сая каять, – тетпĕр юриех çĕнĕ çын умĕнче. – Больницăра вара мамăк çитмест...

Тавçăрса илеймерĕ пулас хайхискер:

– Мамăк çак чечекрен пулать-и вара; – тет.

– Çапла пулмасăр. Кăнтăр енче ăна ятарласа акса ÿстереççĕ. Çулла, мамăкĕ пулса çитсен, комбайнпа пухса çапаççĕ. Вăрри акма юлать, çу кăларнă çĕре те каять. Мамăкне вара больницăна ăсатаççĕ. Аптекăри те çавах, – куçа та хупмастпăр çĕнĕ çын умĕнче: ĕненмелле пултăр. Ĕненчĕ курăнать апăрша:

– Халиччен пĕлменччĕ, – тет. – Мамăк вара урамрах ÿсет иккен...

... Юрать-ха мамăк пуçтарма тытăнмарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика