04 июля 2012 г.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли тĕллевлĕ программа пирĕн районта та пурнăçа кĕрсе пырать. Кăçал акă, сăмахран, Шăмăршăри Ленин урамĕнчи 43-мĕш çурта тĕпрен юсама палăртнă, çакăн валли ЖКХна çĕнетсе улăштармалли фондран 674625, республика бюджетĕнчен 222721, вырăнти бюджет шутĕнчен тата 222721 тенкĕ укçа уйăрнă. Программăпа килĕшÿллĕн çуртăн çивиттине, электричествăпа шыв системисене юсамалла, ăшăпа, шывпа усă курнине палăртакан пĕрлĕхлĕ приборсем вырнаçтармалла.
Çак ĕçсене уçă конкурсра çĕнтернĕ "Сувар" ООО подрядчик пулса пурнăçлать. "Энергосервис" ООО вара çурта энергетика тĕлĕшĕнчен тĕрĕслĕ. Паянхи куна юсав ĕçĕсен 60 процентне пурнăçланă та ĕнтĕ. Пĕтĕм ĕçе çак уйăх вĕçленнĕ тĕле пĕтерме палăртнă.