04 июля 2012 г.
Ĕнер район администрацийĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев хутшăннипе, хуçалăхсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисен, яваплă специалистсен канашлăвĕ пулса иртнĕ, унта паянхи тата умра тăракан тĕллевсемпе задачăсене сÿтсе явнă.
Хуçалăхсен паянхи тĕп тĕллевĕ – выльăх апатне ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăварасси. Ку ĕçсем кашни хуçалăхрах пыраççĕ, нумай çул ÿсекен курăксене çулаççĕ. Çак ĕçсене май килнĕ таран хăвăртлатни кирлĕ – вырма пуçлансан чăрмавсем ан пулччăр.
Канашлура хура пусăсем пирки те калаçу пулчĕ. Анчах вĕсем, ятне кура хурах мар иккен: хăшĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, "симĕс пусăсене" çаврăнма тытăннă. Çум-курăк ашкăрса ан кайтăр тесен, вĕсене сухаласа культиваци тумалла, гербицидсемпе усă курсан та лайăх.
Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсен хăш-пĕр лаптăкĕсенче сиенлĕ хурт-кăпшанкă ĕрчеме тытăнни те палăрать иккен. Вĕсем пĕрчĕсем тулса çитнĕ тапхăрта тыр-пула самаях сиенлеме пултараççĕ. Апла пулсан, вĕсене пестицидсем сапасах пулать.
Вырма умĕн кĕлетсемпе йĕтемсенче те сахал мар ĕç туса ирттермелле. Чи малтанах вĕсен йĕри-таврашĕнче ÿссе кайнă курăксене çулса пăрахмалла, йĕтемсене йĕркене кĕртмелле.
Юлашки вăхăтра кĕлетсенче тыр-пула сиенлекен сăвăссем курăнма тытăнни те палăрать иккен. Апла пулсан, вĕсене ĕрчеме, сарăлма памалла мар, кĕлетсене тĕплĕн тасатса дезинфекци туса хăвармалла. Вăрлăх тасатса сортламалли агрегатсене те хальтерех тасатма, юсама пуçăнасчĕ. Йĕтемсем çинчи яваплă çынсене те маларах палăртса хурсан лайăх.
Канашлура вăрлăхсем çине тимлĕх ытларах уйăрма пуçламаллине те палăртрĕç. Кăçал акса хăварнă вăрлăхсен 80 проценчĕ ытла, чăнах та, кондициллĕ пулнă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем вара вăрлăх пахалăхĕ çине кирлĕ пек пăхмаççĕ тесен те юрать – мĕн лекет çавна акаççĕ, вăрлăхсем тахçанах массăллă репродукцисене çаврăннă.
Вырма умĕн çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕрлесси те кулленхи тĕп ыйтусенчен пĕри пулмалла.
Тыр-пула ăнăçлă, вăхăтра пуçтарса кĕртесси комбайнсен юсавлăхĕнчен нумай килет. Районта 48 тĕш-тырă комбайнне регистрациленĕ пулсан, 39-шĕ вырмана хутшăнмалла. Ĕççи умĕн хăш-пĕр хуçалăхсене çĕнĕ комбайнсем те килмелле иккен. Вырмаччен вăхăт нумай юлмарĕ пулин те, уйрăм хуçалăхсенче комбайнсене юсама тытăнайман-ха, хăш-пĕр çĕрте комбайнерсем те кирлĕ пулаççĕ.
Паянхи çивĕч задачăсенчен тепри – выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрлесси. Юсамалли, çĕнетмелли вара кашни хуçалăхрах пур: урайсене улăштармалла, алăк-чÿречесене юсаса ăшă тытмалла тумалла. Чи пĕлтерĕшли – витесене дезинфекцилесе шуратасси.