Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ахаяс» – Нурлатри уявра

04 июля 2012 г.

Июлĕн 1-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи Нурлат районĕнче чăвашсен Пĕтĕм Раççейри VI уявĕ иртнĕ. Чăваш Республикинчи паллă художество коллективĕсемпе пĕрлех унти культура программине Пуянкассинчи "Ахаяс" фольклор коллективĕ те хутшăннă (купăсçă тивĕçне Г.Ларшников пурнăçланă). "Уяв" ятпа иртекен праçнике 1993 çултанпа, чăвашсем йышлă пурăнакан районсемпе хуласенче йĕркелеççĕ. 2006 çултанпа вăл Нурлат хулинче, 2007 çултанпа Пĕтĕм Раççей праçникĕн статусĕпе иртет.

Чăваш Республикипе Тутарстан Республики хушшинчи культурăллă çыхăнусем çулран-çул çирĕпленсе пыраççĕ. Кунта, паллах, чăвашсен ĕлĕкрен пыракан ырă йăла-йĕркисемлĕ "Уявăн" тÿпи те пур. Çак праçник Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсенчи чăвашсем хушшинчи культура, экономикăпа социаллă пурнăç, вĕрентÿпе наука сферисенчи çыхăнусене çирĕплетме те пулăшать.

"Ахаяс" фольклор коллективĕ уявран çĕнĕ кăмăл-туйăмпа таврăнчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика