Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хура пусă хура пултăр

04 июля 2012 г.

РАЙОНТИ хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем малалла пыраççĕ. Хальлĕхе нумай çул ÿсекен курăксене 800 гектара яхăн пĕрремĕш хут çулнă, вăл шутран 227 гектарне – хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче. Курăксене çулса пуçтарас ĕçе "Искра", "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕсенче, "Исток" сахал яваплă обществăра начар мар йĕркеленине палăртмалла.

Кăçал, хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе пĕрле, 2380 тонна утă хатĕрлесе, 6930 тонна сенаж тата 4700 тонна силос хывса хăвармалла. Утта хатĕрлес тĕлĕшпе маларах асăннă хуçалăхсем ыттисенчен ăнăçлăрах ĕçленине палăртмалла. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те 540 тонна таран утă хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. "Восход", "Исток" хуçалăхсенче сенаж хываççĕ. "Сатеев А.И." хресчен (фермер) хуçалăхĕ вара ăна палăртнинчен ытларах – пин тонна таранах хывса хăварнă.

Кăçал хура пусăсене 1150 гектар хăварнă. Çакă вĕсенче çум-курăк çеç ÿсет тенине пĕлтермест, вĕсене кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене акма хатĕрлеççĕ. Ку енĕпе "Колос", "Исток", "Шанс", "Восход" хуçалăхсем начар мар ĕçлеççĕ, "Агросервис" ОООра вара ку ĕçе пуçăнман-ха. Хура пусăсем хура пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика