04 июля 2012 г.
"Урам аякки кăвак çеçке, тайла-тайла татар-и;.." Шăмăршă урамĕпе утнă май юрăри çак сăмахсем пуçа пырса кĕчĕç. Чечексем кăна курса савăннă пулсан тем пекехчĕ те, анчах вĕлтĕрен, эрĕм, хупах çитĕнни кăмăла пăсрĕ. Çуртсем умĕнче те, пахчасенче те ĕрчесе вăй илсе пыраççĕ вĕсем. Çакă çав вырăнта пурăнакана кăшт та намăслантармасть-шим; Тирпей-илем ыйтăвĕ вĕсене пырса тивмест-ши; Çак ыйтусем çине хурав тупас тата Шăмăршă ял поселенийĕн территорийĕнче çÿп-çапран тасалас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем тунине пĕлес шухăшпа ял поселенийĕн пуçлăхĕпе Виктор Шумиловпа тĕл пултăмăр.
– Виктор Михайлович, Шăмăршă ял поселенийĕн территорийĕнче тирпей-илем тăвасси чи малтан камран килет?
– Паллах, çакăншăн çынсем хăйсем тÿрремĕнех яваплă. Енчен те вĕсем хăйсем пурăнакан çурт-йĕр таврашне çÿп-çапран тасатмасан, вĕлтĕрен-эрĕме çулса тăкмасан нимĕнле тасалăх пирки калаçмалли те çук.
– Хăшĕсен пÿрчĕсем умĕнче кăна мар, пахчисенче те вĕлтĕрен, хупах ашкăрать. Асăрхаттарса каланине çав çынсем мĕнле йышăнаççĕ?
– Тĕрĕс палăртрăр. Эпир тирпей-илем тума тăрăшман хуçалăхсене çитсе килетпĕр. Вĕсене хăйсем пурăнакан вырăна çÿп-çапран тасатма ыйтатпăр. Анчах хăшĕсем çакна шута илмеççĕ. Ашкăракан хыт-хурана та çулса пăрахма тăрăшмаççĕ. Теприсем урамра ÿсекен вĕлтĕрен-хупаха ял поселенийĕнче ĕçлекенсен çулса тухмалла тесе хирĕçлеççĕ. Ку пачах та пирĕн ĕç мар. Çынсен ялан е вăхăтлăх пурăнакан вырăна тасалăхра тытмалла. Ун пирки эпир ял поселенийĕн депутачĕсен ларăвĕнче (2012 çулхи мартăн 26-мĕшĕ) решени те кăларнăччĕ. Ăна пурин те пăхăнмаллах, пăрăнма пăхакансен явап тытма та тивĕ.
– Час-часах урамсене вырнаçтарнă контейнерсем çÿп-çаппа тулса тăкăнса лараççĕ. Çакна мĕнле ăнланма пулать?
– Хытă каяшсене тăкакан контейнерсене "Коммунальник" ООО тасатса тăрать. Вĕсем çак ĕçе эрнере икĕ хутчен пурнăçлаççĕ. Паллах, хăш чухне контейнерсем тулса кайни пулкалать. Çавна пула çÿп-çап урам тăрăх саланма тытăнать, полиэтилен пакетсем, хутаçсем çилпе вĕçсе ÿкеççĕ. Тепĕр чух йытăсем те контейнерти ăпăр-тапăра сĕтĕрсе кăлараççĕ.
– Апла пулсан контейнерсем çине витĕсем вырнаçтарсан аванрах мар-и?
– Ку питĕ тĕрĕс асăрхаттару. Хăш-пĕр çуртсен картишĕсенче контейнерсем çине витĕсем ăсталаса витсе пăхрĕç. Анчах вĕсем нумаях тăмарĕç, çухалчĕç. Кама кансĕрлерĕç, кама чарчĕç;
– Виктор Михайлович, ирĕкре çÿрекен выльăх-чĕрлĕхпе, чĕр чунсемпе мĕнлерех "кĕрешетĕр"?
– Шăмăршă тăрăхĕнче качака усракансем йышлăланчĕç. Вĕсен хуçисем темшĕн мекекексене кăкарса усрасшăн мар, ирĕкре çÿретеççĕ. Çавна пулах çак мăйракаллă выльăхсенчен мĕн чухлĕ сиен курма тивет. Вĕсем çамрăк йывăçсен вуллисене хырса шуратаççĕ, клумбăсенчи, пахчасенчи чечексене çисе яраççĕ. Çавăн пекех хирсенче те "хуçаланса" çÿреççĕ. Йытăсемпе те вирлĕн кĕрешетпĕр. Ирĕкре чупакан йытăсен шутне те пĕтересшĕн.
– Çурт-йĕр таврашĕнчи çÿп-çап, çум-курăк пирки калаçрăмăр. Лавккасен таврашĕсем, кану вырăнĕсем тасалăхпа палăрса тăраççĕ-и-ха?
– Ку енĕпе те çитменлĕхсем пур. Нумай лавкка хыçĕсенче вĕлтĕрен, хупах, эрĕм çитĕнет. Вĕсен хуçисене çум курăка çулсах тăма хушатпăр. Хăшĕсем çак ĕçе хирĕçлемесĕрех пурнăçлаççĕ, теприсемшĕн вара – ик айкки те тăвайкки. Часах лавккисенчен те çÿлерех ÿссе хăпарса кайĕç. Килĕшетĕп, лавккасем умĕнче чечексем вырăнне хыт-хура çитĕнни те тавар туянма кĕрекен çынсен кăмăлне пăсать.
– Тен, лавкка хуçисене те административлă майпа явап тыттармалла?
– Чăваш Республикин тирпей-илем çинчен калакан саккунăн 10 статйин 1 пункчĕпе килĕшÿллĕн йĕркене пăхăнманнисене район администрацийĕн ларăвĕнче пăхса тухаççĕ. Паллах, айăплисене явап тыттараççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе ирĕкре çÿретекенсен вара 16 статьяпа килĕшсе тăма тивет.
– Виктор Михайлович, мĕнле шутлатăр, районта пурăнакан çынсем хăçан та пулсан тирпейпе тасалăхра пурăнма, илеме чунпа туйма вĕренсе çитĕç-ши?
– Енчен те эпир хамăр пурăнакан çурт-йĕр таврашне тирпее кĕртейместпĕр пулсан, ытти пирки калаçмалли те çук. Эпир урамра утса пынă чухне пирус туртатпăр, тĕпне çавăнтах персе хăваратпăр, мороженăй чĕркевне те, канихвет хутне те çилпе вĕçтеретпĕр. Çакăн хыççăн ăçта-ха вăл пирте çынлăх пултăр. Пире тасалăхра пурăнма вĕренме вунă хут унаса пĕçермелле! Тен, ун чухне çÿп-çапран тасалăпăр, çын тунă илем-тирпее упрама вĕренĕпĕр.