04 июля 2012 г.
АВАЛТАН чăваш халăхĕ çĕр ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх усраса пурăннă. Нихăçан та хура ĕçрен ютшăнман. Асатте-асанне, кукаçей-кукамай ĕçрех савăннă, хуйхи-суйхине ĕçре пусарнă.
Паян кун та чăваш çав йăлана тытса пырать, çĕр çинче тар тăкать: сухалать, акать... Çулталăкри ĕçсене пурне те вăхăтлă туса пыма тăрăшать. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Ара, вăкăр, сысна, сурăх çемье бюджетне пуянлатма май параççĕ. Паллах, ÿркенмелле кăна мар.
Кахăрлă Шăхаль ялĕнче хастар та ĕçчен нумай. Аслисем те, çамрăксем те, вăтам çултисем те килти хушма хуçалăха аталантараççĕ. Мĕнле те пулсан укçа-тенкĕ ĕçлесе тума тăрăшаççĕ.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕх усракан çыннăн сĕтелĕ яланах тулли. Хăй аллипе хатĕрленĕ чăкăт-тăварукĕ, аш-пăшпа шăрттанĕ, çăмарти килнĕ хăнашăн алă айĕнчех. Çакна Морозовсем те лайăх ăнланаççĕ. Альбинăпа Юра та килти хушма хуçалăх тупăш кÿнине пĕлсе йышлă выльăх-чĕрлĕх усрама тытăннă. Вĕсем халĕ кил картинче икĕ вăкăр, пăру, çичĕ сысна, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ. Çулсеренех вăкăр, сысна, çурасем сутса самаях укçа тăваççĕ Морозовсем.
Хуçалăхра трактор пурри те тупăш кÿрет. Кил хуçи Т-40 тракторпа суха та тăвать, акать те, çĕр улми те копалкăпа силлесе парать. Ял çыннисене Юрий май килнĕ таран пулăшма тăрăшать.
Паллах, выльăх-чĕрлĕх нумай усракансен хĕл валли апатне те пайтах хатĕрлемелле. Ку енĕпе те аптăраса тăмаççĕ Морозовсем. Вăкăрсемпе сыснасем валли çителĕклĕ таран сахăр кăшманĕ акса çитĕнтереççĕ, аслăк тулли утă-улăм хатĕрлеççĕ.
Кил-çурт таврашĕнчи ĕçсене пурнăçлама ашшĕпе амăшне вĕсен хăйсем пекех маттур та пултаруллă Игорь ывăлĕпе Наташа хĕрĕ май килнĕ таран пулăшсах тăраççĕ. Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ тĕпренчĕкĕсем пур ĕçе те пурнăçлама пултараççĕ. Игорь çăмăллăнах трактор-машина рулĕ умне ларса ĕçе пуçăнать, Наташа вара апат-çимĕç янтăлать, пÿрт-çурта тирпейлет.