04 июля 2012 г.
КĂТРА кăмпа ăнса пулчĕ кăçал. Вырăсла сморчок теççĕ-ха ăна. Карапайсен вара – хăйсен ячĕ: лаша хыç кăмпи. Витри-витрипех татаççĕ ăна ял çыннисем, асфальтлă çул хĕррине сутма тухса лараççĕ. Инçе çула çÿрекен водительсем хакĕшĕн питех тавлашса тăмаççĕ – хаваспах туянаççĕ.
Кĕтерне кинемей те кăмпа сутас терĕ паян, çул хĕррине ыттисенчен чылай маларах тухса ларчĕ. Темиçе минутран ун умне пысăк автомашина çитсе чарăнчĕ.
– Что продаешь, бабушка; – ыйтать кабинăран тухнă водитель.
– Крип таю, крип, – тет кинемей, шăлсăр çăварне аллипе хупласа.
– Вижу, что грибы. Какие;
– Хорошăй крип, сын. Воçьми. Не торокă.
– Хорошие, хорошие, – тет вырăс. – А как называются;
Вырăсла темле-ха кăтра кăмпа Кĕтерне кинемейшĕн. Чăвашла вара вырăс пĕлмест. Лаша лошадь пулнине чухлать-ха вăл...
– Лошатинăй сатницă крип, – çавăрттарса хучĕ юлашкинчен кинемей.
Çакна илтсен вырăс водитель ахăлтатсах кулма тытăнчĕ. Ахăртнех вырăссем те ку кăмпана чăвашсем пекех калаççĕ пулас.
– Не çмей. Хорошăй лошатинăй сатницă крип, – хăйĕннех перет ват çын.
Юлашкинчен водитель, кула-кулах, Кĕтерне кинемейĕн кăмпине туянса кайрĕ.
– Вăт чăвашла пĕлмен вырăс, – мăкăртатса юлчĕ ун хыççăн ват çын. – Кăмпа илесшĕн хăй, ятне те пĕлмест...