04 июля 2012 г.
РАÇÇЕЕ пăхăнса тупа тунăранпа (1551 çулта) чăваш халăх кун-çулĕ Раççей историйĕпе тачă çыхăннă.
XVII ĕмĕр пуçламăшĕнчен тытăнса чăвашсем Раççейри халăхсене тата чикĕ леш енчи çĕр-шывсене хăмла, пыл, тикĕт, тир, ыраш, çăнăх, çурт тумалли пĕренесем сутма пуçланă. Çапла майпа çĕр-шывăн аталанакан экономикине сисĕнмелле пулăшу кÿнĕ.
I Петĕр патшан паллă реформисен тапхăрĕнче "хĕсметре тăракан пилĕк пине яхăн вăйпитти чăваш" Раççей флочĕн пĕрремĕш карапĕсене тума Азовпа Воронеж хулисене юрăхлă вăрманпа тивĕçтернĕ. Нумай пиншер чăваш Санкт-Петербурга, ытти хуласемпе крепоçсене çĕкленĕ çĕре, Раççей империйĕн чиккисене çирĕплетсе ĕçе хутшăннă.
1610-1612 çулсенче Польша интервенцийĕ вăхăтĕнче "çар çулне çитнĕ чылай чăваш" Пăрттас (Буртас) турхан ертсе пынипе Мининпа Пожарский отрячĕсенче çапăçнă. Пирĕн çĕрсене сĕмсĕрĕн хапсăннă тăшмана Раççей çĕрĕ çинчен çапса кăларнă.
1812 çулхи Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче чăваш ялĕсенчен хĕсметре тăракан çар çыннисемсĕр пуçне тепĕр икĕ хушма полк вăрçа кайнă. Çара лашасемпе, ут таврашĕпе, фуражпа тата апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ.
Крым вăрçинче (1853-1856 çулсем), турккăсемпе вырăссен вăрçинче (1877-1878 çулсем), вырăссемпе яппунсен вăрçинче (1904 -1905 çулсем) вырăссемпе юнашар чăваш салтакĕсем те хастаррăн çапăçнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Чăваш Енрен пĕтĕм арçынсен 43 процентне Раççей çарне илнĕ.
Чăваш çар ертÿçисем, салтаксем граждан вăрçин фрончĕсенче те йышлă çапăçнă. Инçет Хĕвелтухăç республикин Халăх революцийĕн штабĕн пуçлăхĕ Т.В.Смородинов пулнă. Вăл каярахпа Совет Çарĕн генерал-полковникĕ ята тивĕçнĕ. Иккĕмĕш Амур çарне граждан вăрçин паттăрĕ С.Д.Павлов ертсе пынă. Рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ Çарĕн (вырăсла РККА) штаб комиссарĕ С.С.Данилов çĕр-шывăн революципе çар канашĕн йышĕнче пулнă. Çарта паттăрлăх кăтартнăшăн чылай чăваш Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. С.Д.Павловпа В.К.Леонтьев – икĕ хутчен те.
1936-1939 çулсенче Испание хăйсен ирĕкĕпе кайнă совет салтакĕсем хушшинче Г.С.Сергеевпа И.П.Пряхин танкистсем Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçнĕ. А.П.Пялисов, Г.Н.Захаров (кайран генерала çитнĕ) летчиксем тата СССР Аслă Канашĕн пĕрремĕш созывĕн депутачĕ П.И.Пумпур (1942 çулта ăна сăлтавсăр айăпласа персе пăрахнă) çапăçнă.
1938-1940 çулсенче Китайра яппун салтакĕсене хирĕç пынă вăрçăра бомбардировщиксен эскадрилийĕн командирĕ В.Г.Долгов çапăçнă, Хĕрлĕ Ялав орденне илме тивĕçнĕ, 1938 çулта паттăрла пуçне хунă. Яппун вăрçине каярахпа Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне тивĕçнĕ Ф.Н.Орлов летчик хутшăннă. 1940 çулхи финн вăрçинче Сергей Будяков вилнĕ хыççăн Паттăр ятне тивĕçнĕ.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче чăваш халăхĕн 60 ывăлĕ Совет Союзĕн Паттăрĕ сумлă ята тивĕçнĕ, 12 çын Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин фрончĕсене тăшмана хирĕç паттăрла çапăçни тата тылра хăйсене шеллемесĕр ĕçлени пирĕн Çĕнтерĕве çывăхлатнă. Чăваш арĕсем Вьетнамра, Афганистанра, Чечняра тата ытти хĕрÿ вырăнсенче палăрнă.
Хайла ХВЕЧĔ, публицист.Чĕмпĕр хули.