Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яла отпуска килсен...

04 июля 2012 г.

Малалли. Пуçламăшĕ 72-73, 76 номерсенче.)

Вăл тĕнчери чи хаклă тупрана – пурнăçăма çăлса хăварчĕ. Вăл мана, йывăр суранланнăскере, пурнăçне шеллемесĕр бандитсен пульлисем айĕнчен сĕтĕрсе тухрĕ, кайран погранотрядри санчаçра хăйĕн юнне парса, пуç çийĕнче тăракан вилĕм çавине иккĕмĕш хут сирсе ывăтрĕ. Çавăнпа та Роза маншăн пурнăç пекех хаклă, ăнланатăн-и эсĕ çакна, анне;

– Ăнланатăп. Никампа та туслă пулман тетĕн апла;

– Анне, "Авланиччен – аллă, хĕр чухне – хĕрĕх", – темеççĕ-и халăхра; Ну, пурччĕ унăн пĕр арçын, таджик çынни. Зафар Раджабов чикĕ çывăхĕнчи ялта пурăнатчĕ, хăш чухне Роза патне киле-киле каятчĕ...

– Пĕр арçын кăна пулнă апла;

– Анне, мĕншĕн тăрăнатăн-ха ун çине; Розăсăр пуçне мана урăх никам та кирлĕ мар. Ну... Зафарпа паллашиччен маларах застава начальникĕпе, авланман йĕкĕтпе, çĕр каçкалать, тетчĕç. Анчах çак арçынсем унăн пурнăçĕнче манпа пĕрлешиччен пулнă. Халĕ вара Роза пĕр мана кăна савса пурăнать.

- Темĕн, сана кăна-ши;..

– Анне, чарăн! Кун пекех тарăхтарсан каялла киле таврăнатăп та Розăпа паянах çар чаçне тухса каятпăр.

– Киле таврăнма тиветех санăн, Вадим. Эпир вăрманта утă хатĕрленĕ вăхăтра санăн арăму хамăрăн унчченхи кивĕ мунчара темле арçынпа тĕл пулнине каларĕç-ха ĕнер. Ку кăна та мар – вăл çак мунчарах пурăнать. Ĕнер Роза пахча вĕçĕнчи мунчана кĕрсе кайнине, кайран икĕ сехетрен унтан тухса çырмара кĕпе-тумтир чÿхенĕ пек тукаланă хыççăн киле таврăннине курса юлакансем пулнă. Тепĕр çур сехетрен вара çÿллĕ те хыткан арçын хăвасем патнелле уксахласа кайнă-мĕн. Лапсăркка хура çÿçлĕ тата мăйăхлă çыннăн ăш-чикĕ сасартăк пăтранса килнĕ пулас...

– Нивушлĕ;.. Пулма пултараймасть! Эсĕ сăнласа панă çын шăпах Зафар Раджабов вĕт. Мĕн туса çÿрет вăл кунта; Апла пулсан... вĕсем халĕ те пĕр-пĕринчен уйрăлмаççĕ иккен. Зафар пирĕнпе пĕрлех, пĕр пуйăспах килнĕ пулса тухать. Манран уççăнах кулма шутласа хунă-и-ха вĕсем;!

– Ывăлăм, мунча патне çитсен тÿрех шала кĕрсе ан кай, тем курса тăрăн тата. Унăн пăшал та пулма пултарать.

– Мĕн тумаллине хамах пĕлетĕп эпĕ, анне. Наркокурьерсем Афганистанран Таджикистана каçарнă наркотик пакечĕсене Вăтам Азири республикăсем урлă Раççее илсе кайма хăтланнă вăхăтра милиционерсем пистолетран персе Зафарăн урине ĕмĕрлĕхех уксахламалла туса хăварнă. Халĕ эпĕ унăн тепĕр урине те уксахламалла тăватăп!..

Çырма хĕррипе тытнă картасем çумĕпе йăпшăнса пырса Вадим хăйсен пахчи хыçĕнчи витĕр курăнми çăра ÿсекен хăвалăха кĕрсе кайрĕ, вĕсен хÿтлĕхĕпе усă курса мунчан тепĕр енне утса пычĕ. Мунча пăлтăрĕнчи кивĕ кравать пружинисем пĕр тикĕс чĕриклетнине илтсен, такам сасартăк карланкăран пăвса илнĕн, Вадимăн сывлăшĕ пÿлĕнсе ларчĕ, куç-пуçĕ хуралса килчĕ. Часах кравать шăтăр-шатăр туса илчĕ те мунча пăлтăрĕнче пĕр самант шăна вĕçни илтĕнекен шăплăх хуçаланчĕ.

– Хĕрарăмсем сахал мар пулнă манăн пурнăçра, – илтĕнчĕ Зафарăн хăйăлтатса тухакан сасси. – Анчах мана эсĕ пуринчен те ытларах килĕшетĕн, Роза.

– Эпĕ те сана килĕштеретĕп, – терĕ Роза улшăнчăкрах сасăпа.

– Кăна туятăп вара, – кăмăллăн хăйăлтатрĕ арçын. – Ахальтен мар ĕнтĕ эсĕ "микромайора" качча тухнă хыççăн та пирĕн тĕл пулусем пĕр эрнелĕхе те татăлмарĕç.

(Малалли пулать.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика