11 июля 2012 г.
Ĕнер, июль уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Канашлу Кубаньте шыв илнĕ вырăнта тата Украинăра Раççей автобусĕ – унта Турра ĕненекенсем пулнă – аварие лекнĕ май вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланнă. Михаил Игнатьев инкек тÿснисемпе вĕсен тăванĕсене пулăшма укçа-тенкĕ пухма чĕнсе каланă. ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Мельников Шупашкарта утă уйăхĕн 2-6-мĕшĕсенче Раççейĕн çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ чемпионачĕн пĕтĕмлетĕвне тата Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисене (вĕсене утă уйăхĕн 13-18-мĕшĕсенче Шупашкарта йĕркелеççĕ) ирттерме хатĕррине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн кăçалхи чемпионатне Шупашкарта çÿллĕ шайра ирттернĕшĕн тав тунă. Çакна Раççей спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков, Раççейĕн çăмăл атлетика енĕпе суйласа пухнă командисен тĕп тренерĕ Валентин Маслаков тата Пĕтĕм Раççейĕн Çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев та палăртнă. "Пĕлтĕр çăмăл атлетика енĕпе ирттернĕ тĕнче чемпионатĕнче (ăна Шупашкарта Раççей чемпионачĕ хыççăн тÿрех йĕркеленĕччĕ) çĕр-шывăн суйласа пухнă команди ылтăн 4 медаль илме тĕллев лартнăччĕ, 9 медаль илме пултарчĕ", – палăртнă Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕ 2015 çулта Чăваш Енре çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен хушшинчи чемпионатне ирттерме заявка пама тĕллевсем лартни çинчен каласа кăтартнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ министрсене Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисене те çÿллĕ шайра ирттерме чĕнсе каланă. Унта Раççейри 60 регионĕнчен командăсем килĕç, пĕтĕмпе 3 пин ытла спортсмен тупăшĕ. Ăмăртăва Шупашкарта июлĕн 14-мĕшĕнче 20 сехетре "Олимпийский" стадионта савăнăçлă лару-тăрура уçĕç.