Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Качака ... хăратасшăн анчăка

11 июля 2012 г.

КĔÇЕХ çынсем нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулма тухĕç. Анчах хăш-пĕр çын хăй пурăнакан кил-çурт таврашĕнчи вĕлтĕрен-эрĕме, хупаха пĕр хутчен те çулма вăхăт тупайман. Çакна вĕсен наянлăхĕпе кăна çыхăнтарма пулать пулĕ. Тавралăх илемлĕхпе те тирпейлĕхпе иртсе çÿрекен чунне савăнтартăр. Çав-çавах ялсенчи кĕпер таврашĕсем çум курăкпа капăрланнине курма пулать. Хитре, парка çитĕнеççĕ хупахсем, вĕлтĕренсем тата ытти хыт-хура. Çул пăрăнчăкĕсенче те çакнашкалах ÿкерчĕке асăрхатăн. Кил-çурт таврашĕнчи тасалăхпа тирпейлĕхшĕн унта пурăнакан яваплă пулсан, кĕпер аяккинчи, çул пăрăнчăкĕнчи тасамарлăха камăн пĕтермелле; Субботник йĕркелесе çăмăллăнах çитменлĕхсене тĕп тума пулать. Анчах ăна йĕркелекенĕ кирлĕ. Ку енĕпе те хастаррисем çукрах-ха пирĕн. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен çав çитменлĕхсене асăрхама, яла тухса çÿреме вăхăчĕсем çитеймеççĕ пулас. Тен, районта ялсенче тирпей-илем туса тăма ятарлă бригадăсем йĕркелемелле; Çÿретчĕр вĕлтĕрен-хупах çулса, çÿп-çап шăлса. Ял варринче пăрусем, качакасем кăкарса хунине мĕнле ăнланмалла-ши тата; Выльăх-чĕрлĕх тавралăха вараланине те лайăх чухлатпăр. Апла пулсан та çынсем çÿрекен вырăнсенчех пăру-качака кăкарăнса тăрать. Вĕсене кăкарма çырма-çатра хĕрри, улăх-çаран çук-шим; Е çынсем хăйсен выльăхĕсем çине чÿречисенчен пăхса ларса киленеççĕ; Тĕлĕнмелле, чăрсăр качакасенчен вара йытăсем те хăраççĕ. Тирпей-илем тăвасси пирки яланах калаçатпăр пулсан та ырă улшăнусемех курмастпăр. Пĕр хĕрринче тасататпăр, тепĕр тĕлте варалатпăр. Хăçанчен çапла пулĕ, хĕл çитсе шурă юр çуп-çапа хупличчен-и;

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика