Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуррине яхăн çулнă

11 июля 2012 г.

 ÇУ кунĕсем – выльăх апачĕ хатĕрлемелли, курăксене çулса пухмалли чи лайăх вăхăт. Уяр çанталăкра хатĕрленĕ утă-улăмăн, сенаж-силосăн пахалăхĕ те лайăх. Выльăх апачĕ хатĕрлесси хальхи вăхăтра кашни хуçалăхрах пырать. Хăш-пĕр çĕрте нумай çул ÿсекен курăксене çулассине вĕçлесе те пыраççĕ. Хальлĕхе нумай çул ÿсекен курăксене районĕпе 1146 гектар çинче пĕрремĕш хут çулнă, вăл шутран 227 гектарне фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче. Курăксене çулас ĕç "Восход", "Искра" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕсенче, "Карлинская агрофирма" акционерсен хупă обществинче, "Агросервис" сахал яваплă обществăра начар мар пырать. Çав вăхăтрах "Шанс" сахал яваплă обществăра ку тĕлĕшпе питех васкаманни сисĕнет. Кунта хальлĕхе 213 гектартан чĕрĕкĕ те пушанман-ха. Вăхăт вара васкатать. Утă хатĕрлессине илес пулсан, ĕнерхи кун тĕлне ăна районĕпе 2129 тонна янтăланă. "Карлинская" агрофирма" акционерсен хупă обществинче ăна палăртнинчен виçĕ хут ытларах хатĕрленĕ. Фермер (хресчен) хуçалăхĕсем те ытларах утăллă пуласшăн. Типĕ апатсемпе пĕрлех, выльăхсене сенажпа силос та кирлĕ. Кăçал районĕпе 6400 тонна сенаж хывма пăхнă пулсан, тĕллевĕн çурри ытла пурнăçланнă та ĕнтĕ. Ку енĕпе "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативне, "Мир" акционерсен хупă обществине, "Исток" сахал яваплă обществăна палăртмалла. Фермер (хресчен) хуçалăхĕсенчен вара "Сатеев А.И." пуçаруллă. Хуçалăхсенче, "Агросервис" сахал яваплă обществăсăр пуçне, хура пусăсенче те ĕç пырать. Çĕр ĕçченĕсем кĕр тыррисене лайăх кăпкалатса хатĕрленĕ, çум курăксăр çĕрсене çеç акса хăварасшăн. Çак ĕçе 1124 гектар çинче пурнăçламалла пулсан, 1100 гектарне ĕçе кĕртнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика