11 июля 2012 г.
. Ачасем наркомани енне сулăнни ашшĕ-амăшĕнчен, аслисенчен те нумай килет. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни, табак туртни ачасемшĕн тÿнтерле тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсен вара ирĕксĕрех çапларах шухăш çуралать: ыттисене юрать пулсан, эпĕ мĕнрен кая вара; Ача наркомани çулĕ çине тăнине мĕнле пĕлмелле-ха; Çакă унăн хăйне тыткаланинчен те лайăх палăрать. Вăл хăйне ÿрĕк-сÿрĕк тытать, унăн малтанхи пурнăç интересĕсем çухалаççĕ. Хăшĕсем ачасемпе çамрăксене юриех наркомани çулĕ çине тăраççĕ. Характерĕпе кăмăл-туйăмĕ çирĕпленсех çитĕймен ачасем ирĕксĕрех вĕсен витĕмне кĕрсе ÿкеççĕ, преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, наркотиксемпе усă курни СПИДпа чирлесси патне илсе пырать. Çак чирĕн ВИЧ-инфектриованин 40-70 проценчĕ шăпах çакăнпа çыхăннă. Ача норкаманипе çыхăнни палăрсан тÿрех хыпăнса ÿкмелле мар, лару-тăрăва, чир мĕн чухлĕ тарăна кайнипе кайманнине шута илмелле. Кунта ачасене ăнланма пĕлни те кирлĕ. Вĕсене ятлани е хăратни пысăк инкек патне илсе пыма пултарнине те манмалла мар: психика улшăннă самантра вĕсем хăйсем çине алă хума е урăх пысăк инкек туса хума пултараççĕ. Ачасене наркомани сиенĕ çинчен тĕрлĕ майпа ăнлантарма тăрăшмалла. Енчен те çакă витĕм кÿмест пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăр специалистсенчен пулăшу ыйтмалла. Кун пек пулăшăва ăçта, камсем параççĕ-ха; Çакна аса илтерни никамшăн та ытлашши пулмĕ: республикăри наркологи диспансерĕ (Пирогов урамĕ, 6, тел.: 23-41-60; 23-41-68); анонимлă кабинет(Ленин проспекчĕ, 25, тел.: 62-56-19); Çĕнĕ Шупашкарти наркологи диспансерĕ (Коммунистическая урамĕ, 27, тел.:73-73-97); ИНТ центр (Мир проспекчĕ, 84, 63-93-32). Чăваш Республикинчи наркотиксене сарассине хирĕç кĕрешекен управлени çакăн çинчен те аса илтерет: уйрăм çынсемпе юридици сăпатĕнчи çынсен наркотиксемлĕ ÿсен-тăрансене ÿстерме юрамасть. Çакăншăн РФ Уголовнăй Кодексĕн 231 статйи тăрăх явап тыттараççĕ. Çавăн пекех, саккуна пăсса наркотик хатĕрĕсем хатĕрленĕшĕн тата ярса панăшăн маларах асăннă Кодексăн 228 статйин 1-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн айăплаççĕ. Наркотиксемлĕ ÿсен-тăрана пĕтерме официаллă предписани панине пăхăнманнисене те каçару çук.