Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуянкассинче – спорт уявĕ

11 июля 2012 г.

ПУЯНКАССИ тăрăхĕнче пурăнакансем çак куна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кăçал Валерий Кузнецов воин-афганеца асăнса ирттерекен турнир ытти çулхисенчен каярах пулчĕ. Апла пулсан та футбол вăййине юратакансем, курма пынисем йышлăн пухăнчĕç. Чăн-чăн ял уявĕ пулчĕ тесен те йăнăш мар. Футбол турнирне пуçличчен воин-афганецсем Валерий Кузнецов вил тăприйĕ çине чечек кăшăлĕ кайса хучĕç, юлташне асăнчĕç. Кахăрлă Шăхаль ялĕн каччин кĕске пурнăçĕпе паллаштарса Пуянкассинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем ялти хастарсене хутшăнтарса Ула Тимĕрĕн "Эпир вилмешкĕн çуралман" кĕнеки тăрăх хатĕрленĕ литература монтажĕ хатĕрленĕ. Вĕсемех юрăсем те шăрантарчĕç. Пухăннисене саламласа, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунса Пуянкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ Аркадий Кузьмин, республикăри афганец-ветеран пĕрлешĕвĕн правленийĕн председателĕ Александр Осипов, районти афганец-ветеран пĕрлешĕвĕн ертÿçи Владислав Федотов, Валерий Кузнецовăн шăллĕ Сергей сăмах каларĕç. Яланхиллех вăйăсен тĕп судйи – район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн специалисчĕ Вячеслав Антонов. Вячеслав Владимирович вăйăсен йĕрки мĕнлерех пулассине пĕлтернĕ хыççăн шăхлич сасси пĕрремĕш тĕл пулу пуçланнине систерчĕ. Воин-афганец кубокне çĕнсе илессишĕн вара 6 команда тупăшрĕ. Кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи районсенчен те командăсем килме кăмăл тунă пулсан, çав вăхăтрах хамăр районти футбол командисем (ял поселенийĕсен, организацисемпе предприятисен) турнира хутшăнма тăрăшмарĕç. Паллах вăйăсем хĕрÿ те интереслĕ иртрĕç, никамăн та выляса ярас килмерĕ. Спортра вара, мĕнле калаççĕ-ха, выляса яма та пĕлмелле. "Аксу", "Куршанкă Шăхаль", Патăрьелсемпе Елчĕксен пĕрлештернĕ командăсем ăнăçсăртарах вылярĕç. "Заря" (Пуянкасси ял поселенийĕ), "Рунга" (Пăва районĕ) тата "Шăмăршă – центр" командăсем чи пысăк парнешĕн – кубокшăн – чăннипех те хастаррăн тупăшрĕç. Кăçал кубок Пуянкасси тăрăхĕнче юлчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – "Рунга", виççĕмĕш – "Шăмăршă-центр". Вĕсем пурте парнесене тивĕçрĕç. Вăйăсенче чи лайăх вылякансене те палăртрĕç, парнесемпе чысларĕç: тапăнса вылякан – Алексей Сулейкин, ("Рунга"), хÿтĕлевçĕ – Сергей Хафизов ("Шăмăршă – центр"), вратарь – Александр Абсалямов ("Заря"). Волейболла вылякансем те хăйсем патне куракансене йышлă пухрĕç. Кунта та 6 команда парнесемшĕн вылярĕ. Ăнăçу ку хутĕнче "Афганцы" командăра пулчĕ. Пуянкасси ял поселенийĕн çамрăкĕсен "Заря" команди – иккĕмĕш, "Пуянкасси" – виççĕмĕш. Валерий Кузнецов воин-афганеца асăнса иртекен турнира йĕркелекенĕсем Валерийăн пĕр тăван шăллĕ-йăмăкĕ, амăшĕ. Спонсорсем те пулчĕç, вĕсем – "Колос" агрофирма" ООО, "Карлинская" агрофирма" ЗАО, "Строитель" ООО, "Агросервис" ООО, Александр Козлов (Анат Чаткас), Леонид Корчаков, Георгий Кудряшов, Виталий Любимов, Маргарита Назарова, Валерий Юманов, Алена Романова (пурте Шăмăршă) предпринимательсем. Ытти йывăрлăхĕ вара пĕтĕмпех Пуянкасси ял поселенийĕн администрацийĕ çине тиенчĕ. Çак ырă та тарават çынсене, вăйăсен судйисене ял халăхĕ, ял поселенийĕн администрацийĕ, Кузнецовсен çемйи чун-чĕререн тав тăвать. Сăн ÿкерчĕксем çинче: Валерий Кузнезовăн амăшĕ – Мария Васильевна тата Пуянкасии ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин; çĕнтерÿçĕ-команда.

Сăн ÿкерчĕксем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика