11 июля 2012 г.
ÇУЛЛАХИ шăрăх кунсенче пушар тухас хăрушлăх уйрăмах ÿсет. Çавăнпа та пурин те асăрхануллă пулмалла. Кирлĕ-кмрлĕ мар вырăнта кăвайт чĕртме те тăрăшмалла мар. Инкек куçа курăнса килмест тенине яланах асра тытса вут-çулăмпа иртĕнмелле мар. Çамрăксем халĕ каникулта. Пурте вăхăчĕсене хаваслă та интереслĕ ирттерме тăрăшаççĕ. Вĕсем час-часах ушкăнпа вăрмана çул тытаççĕ. Çуллахи шăрăх çанталăкра вăрмана кĕме, унта кăвайт чĕртме юрамасть тени те вĕсен хăлхине кĕмест. Хăрушлăх çинчен манса кайса шашлăк ăшалаççĕ, çав вăхăтрах пирус та туртаççĕ. Паллах, эрех-сăрине те пĕрлех илеççĕ. Ĕçсе ÿсĕрĕлсен вара çынсем часах асăрханулăх пирки манаççĕ. Сÿнтермен сигарета та çаплипех пăрахма пултараççĕ, кăвайт та йăсăрлансах юлма пултарать. Çакă вара пысăк инкек патне илсе çитерет, вăрманта пушар алхасма пуçлать. Вут-çулăма пула вара йывăçсем самантрах çунса кĕлленĕç. Пурте пĕлетпĕр, пушар тухсан вăл нимĕн умĕнче те чарăнса тăмасть, веçех тĕп тăвать. Хаклă район çыннисем! Сире çуллахи шăрăх çанталăкра вăрмана кĕрсе кăвайт чĕртме юраманни çинчен тепĕр хут аса илтересшĕн. Çут çанталăк пуянлăхне пирĕн кашнийĕнех упрама тăрăшмалла.
вăрманта пушара хирĕç кĕрешекен службăн Шăмăршă участокĕн начальникĕ.