Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаклă ентешсем!

07 июля 2012 г.

Сире ăшпиллĕ те пархатарлă уяв - Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп.

Ăна паллă тăвасси Авалхи Руçри Муром çĕрĕнче пурăннă Петĕр кнеçпе унăн Феврония ятлă арăмĕнчен пуçланнă, çак мăшăра халăхра çемье тата кил вучахне хÿтĕлекенсем вырăнне хурса сума сăваççĕ. Вĕсен шăпи яланхи, нихăçан та кивелми хаклăхсен паллине - ар-арăм шанчăклăхне, хĕрÿ юратăва тата çемье телейне - сăнарлать.

Çемье пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Çыннăн тавра курăмĕ шăпах çемьере йăл илсе йĕркеленет, унтах вăл хăйне пурнăçра кирлĕ ăс-пурлăха ăша хывса çитĕнет. Эпир каярахпа хамăра пурнăç тăршшĕнче мĕнлерех туясси те чылай чухне çемьери тăнăçлăхран килет. Çемье вăл - пирĕн чи çывăх та чи хаклă çыннăмăрсем, пиртен кашнинех хамăра чăннипех те телейлĕ туйма кирлĕ пĕчĕк, ырă тĕнче. Ахальтен мар вĕт халăх сăмахлăхĕ: "Çемье пĕрле - чун вырăнта", - тесе палăртать.

Çак савăк кун тăвансене, çывăх çынсене пурнăçра тата та ытларах хаклама, эпир пĕрле çирĕп те туслă çемье пулнине туйса илме пулăшакан лайăх мел пулса тăтăр. Сирĕн çемйĕрсенче ырă йăла-йĕрке сыхланса упрантăр, çамрăксем аслă ăрăвăн пурнăçри опычĕпе ăс пурлăхне тивĕçлĕн ăша хывса пыччăр. Килĕр-çуртăр хăвăршăн тем пек хаклă çынсен хĕрÿ чĕри ăшшипе тулса ăшăнтăр тата унта ача-пăчан хаваслă та уçă сасси янăратăр.

Юратупа шанчăклăхăн хÿхĕм уявĕнче, вĕсемсĕр çирĕп çемье те, общество та йĕркеленеймест. Сире пурсăра та ăнланупа килĕшÿлĕх, юрату çураçулăхне тата, паллах, çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕрлĕ кун-çул сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика