14 июля 2012 г.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Правительство членĕсем 29 ыйту пăхса тухнă.
Кăçалхи январь-май уйăхĕсенче Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пысăк кăтартусемпе палăрнă: промышленноç производствин, çурт-йĕр строительствин, вак суту-илÿ калăпăшĕ, ял хуçалăх продукцине туса илесси, халăха тÿлевлĕ пулăшупа тивĕçтересси, халăхăн тупăшĕ ÿснĕ. Çакă Чăваш Республикин бюджетне, финанс министрĕ палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 15,6 процент пуянлатнă.
"Чăваш Республикин 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013 тата 2014 çулсенчи бюджечĕ çинчен" саккуна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн бюджетăн тупăш пайĕ 2012 çулта 31910,1 млн тенкĕне çитĕ, – тенĕ ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков. – Малтан палăртнипе танлаштарсан ÿсĕм 20,1 процентпа танлашать. Расхут пайĕ кăçал – 36102,8 млн тенкĕ.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем ансатлатнă йĕркепе тÿлекен налук 330 млн тенкĕ нумайланĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ку налука 56,6 процент (5,5 процент планланă) ытларах пухнă.
Михаил Игнатьев пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене малашне те пулăшассине пĕлтернĕ. Экономикăн çак тытăмне тĕрев пама кăçал 408,4 млн тенкĕ (пĕлтĕр – 330,9 млн) уйăрма палăртаççĕ.
Саккун проекчĕ çавăн пекех ял хуçалăхне хушма пулăшу пама шантарать. Пĕтĕмпе кăçал агропромышленноç комплексне тĕрев пама 2125 млн тенкĕ (çак шутран федерацин – 1461,9 млн, республикăн – 663,1 млн) уйăрма йышăннă. Ку пĕлтĕрхинчен 10,3 процент ытларах.
Республикăра çурт-йĕр строительствине пулăшма саккун проекчĕ 634,4 млн тенкĕ уйăрма палăртать. Общество инфратытăмне аталантарма хушма 962,6 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Унпа вĕренÿ учрежденийĕсене, ача сачĕсене юсаса çĕнетме усă курĕç.
Республикăна федераци бюджетĕнчен "Таса шыв" тĕллевлĕ программăпа килнĕ укçа-тенкĕпе Патăрьел, Шăмăршă районĕсене тата Комсомольски районĕн кăнтăр пайне шыв илсе пыма, Çĕрпÿ хулинче тасатакан сооруженисем тума палăртаççĕ.
Михаил Игнатьев тухăçлă ĕçлесе пыракан предприятисен ертÿçисене республика экономикин аталанăвне курăмлă тÿпе хывнăшăн тав тунă.