Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем лайăхланаççĕ

14 июля 2012 г.

Ял хуçалăхĕн тепĕр пысăк отраслĕ те – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси – юлашки вăхăтра лайăх енне улшăнни куç кĕретех. Çакă продукци туса илесси ÿссе пынинчен те курăнать. Аш-какаях илер-ха, акă. Ăна кăçалхи пĕрремĕш кварталта пĕтĕмпе 15,7 тонна е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен икĕ хут ытларах туса илнĕ. Сысна ашĕ туса илессипе уйрăмах лайăх ĕçлени курăнать – ку продукцие пĕлтĕрхинчен тăватă хут нумайрах хатĕрленĕ.

Сĕт туса илес тĕлĕшпе те ÿсĕмсем пур, ку кăтарту та иртнĕ çулхи шайран пысăкрах - 73,5 тонна. Кăçал кашни ĕнерен вăтамран 2450 килограмшар, пĕлтĕрхинчен ытларах сĕт сунă. Хуçалăхсенче ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче текен чăнлăха шута илсе ĕçлени сисĕнет.

Выçă выльăх та, тулăх тăрантармасан, палăртнă чухлĕ ÿт хушса пыраймастех. Кăçал самăртакан вăкăрсем те, сыснасем те, иртнĕ çулхи пĕрремĕш кварталтипе танлаштарсан, ытларах ÿт хушаççĕ.

Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне куçарса шутласан та кăçал аш-какай та, сĕт те нумайрах туса илнĕ.

Тепĕр лайăх пулăм – выльăх-чĕрлĕх йышĕ ÿсни. Халĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсене, сыснасене 2011 çулхинчен нумайрах усраççĕ. Çамрăк выльăхсем илес енĕпе те фермăсен ĕçченĕсем пĕлтĕрхи шайран юласшăн мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика