Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿллĕ шайра иртĕç

14 июля 2012 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Енре утă (июль) уйăхĕн 14-18-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисен йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ирттернĕ.

Хальлĕхе Раççей регионĕсенчи пĕрлештернĕ 60 команда вăйăсене хутшăнма кăмăл тунине çирĕплетнĕ. Чăваш Енĕн 50 спортсменран тăракан команди республика чысне ăмăртăвăн 17 тĕсĕнче те хÿтĕлĕ.

Тĕп ăмăртусем Шупашкарти "Олимпийский", "Энергия", "Спартак" стадионсенче иртĕç. Спортсменсене çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар тата Кÿкеç йышăнĕç. Физкультура, спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников каланă тăрăх – ăмăрту ирттермелли вырăнсене йĕркене кĕртнĕ, вăйăсене хутшăнакансене тата хăнасене кĕтсе илме, вĕсене апатлантарма, медицина пулăшăвĕпе, транспортпа тивĕçтерме хатĕр.

Вăйăсене Шупашкарти "Олимпийский" стадионта паян 20 сехетре чаплă лару-тăрура уçма, утă (июль) уйăхĕн 17-мĕшĕнче 15 сехетре Анне палăкĕ патĕнче вĕçлеме палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика