Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен те аякра тăмĕ

14 июля 2012 г.

РаÇÇей турисчĕсем килĕштерекен кану вырăнне – Краснодар крайĕнчи Крымск хулине урмăш çанталăк йăлтах тĕп тунă темелле, Геленджик тата Новороссийск хулисен пысăк пайне шыв илнĕ. Малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх хăрушă çак инкекре 170 çын вилнĕ. Çухалнисем йышлăн, вĕсен телефонĕсем сас памаççĕ, шăпи паллă мар.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре çут çанталăк синкерне пула шар курнисене ырă кăмăлтан пулăшу кÿрес енĕпе ĕçлекен штаб йĕркеленĕ. Ăна "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов ертсе пырать, штаб ертÿçин çумĕсем – ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти председателĕн Д.А. Медведевăн регионти общество йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи Николай Николаев. Медикаментсем пухассипе "Фармация" патшалăх унитари предприятийĕ ĕçлĕ.

Ырă кăмăлтан пулăшма кăмăл тăвакан предприятисем, организацисем, уйрăм çынсем "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин председателĕн Д.А. Медведевăн регионти общество йышăнăвĕн пÿлĕмне çак адреспа пыма е шăнкăравлама пултараççĕ. Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 32, 106 пÿлĕм, тел. 62-25-56. республикăн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин "хĕрÿ линийĕн" телефонĕ 62-03-76.

Район-хуласен администрацийĕсем ятарлă расчет счечĕ çине куçарма укçа-тенкĕ пухассине йĕркелĕç. Граждансем те ятарлă çак счет çине укçа куçарма пултараççĕ.

Укçа-тенкĕ куçармалли расчет счечĕ:

ИНН 2309030678, КПП 230901001, Краснодарское краевое управление общественной организации "Российский Красный крест"

Краснодарское отделение " 8619 Сбербанка России

кор.с 30101810100000000602,

БИК 040349602

рас.с 40703810330000000106

Назначение платежа: Добровольное пожертвование гражданам, пострадавшим от наводнений в Краснодарском крае в 2012 году.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика