14 июля 2012 г.
Çак кунсенче республикăна федераци бюджетĕнчен 57,9 миллион тенкĕ укçа куçнă. Ку вăл - фермер хуçалăхĕсене, çемье фермисене йĕркелесе ярас тата аталантарас текенсене пама палăртнă грант. Унччен маларах республикăра çак ĕçе пуçăнас текенсен конкурсне ирттерсе çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курас текенсем вара йышлă. Ял бизнесне пуçарса яракансемшĕн патшалăх тавăрса памалла мар 1 миллион та 100 пин тенкĕ укçа пани – чăннипех пысăк пулăшу.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит пайĕн Шăмăршă районĕнчи тĕп специалисчĕ-эксперчĕ Л.Федотова пĕлтернĕ тăрăх, конкурсра çĕнтерсе пирĕн районтан патшалăх пулăшăвне И.Гафаров тивĕçнĕ. Çак укçапа Ингель Тигирович Анат Чаткасра тăвакан пахча-çимĕç типĕтекен цеха вырнаçтарма оборудовани туянма усă курать.