Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитмĕл пиллĕкре – çитмĕл хур

14 июля 2012 г.

КУÇ хăрать те алă тăвать. Çапла калама юратать Палтиелĕнче пурăнакан И.Герасимов. Çитмĕл пиллĕкре пулсан та ĕçсĕр ларма пултараймасть вăл – куллен вăй хуни уншăн йăпанăç çеç тейĕн.

Пĕчченех пурăнать хальхи вăхăтра Иван Викторович. Апла пулин те çакна туймасть вăл, тепĕр тесен, вăхăчĕ те çук. Калама кăна вĕт: çитмĕл пиллĕкри пĕччен арçын килте çитмĕл хур усрать. Анкарти хыçĕнчех çырма та, унпа епле усă курмăн-ха; Чăх-чĕп те йышлă, автанĕ те ăратлă.

Качакасем те усрать И.Герасимов, çавăнпах сĕтрен те татăк тăмасть.

Иван Викторовичăн тепĕр йăпанăçĕ – пыл хурчĕсем. Миçе вĕлле иккенне калама хушмаççĕ те, хăй каланă тăрăх, самаях. Пылак продукци сутмалăх та юлать, хăшне-пĕрне вара унпа ахалех хăналать.

Пахчи те тирпейлĕ пĕччен арçыннăн. Çĕр улмипе чĕкĕнтĕрсĕр пуçне вăл унта тĕрлĕ çимĕç, утăлăх курăк çитĕнтерет. Пушă вăхăтра И.Герасимов пулла çÿреме те кăмăллать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика