14 июля 2012 г.
ХАÇАТĂН тĕрекĕ, активĕ – обществăлла корреспондентсем. Ĕлĕкрех вĕсене ялкорсем, шкул ачисене юнкорсем теттĕмĕр. Чăннипех йышлăччĕ вĕсем: кашни ялтан, шкултан харăсах темиçешер çын çырса тăратчĕ, кунсерен тенĕ пекех вуншар та вуншар çыру килетчĕ. Паллах, вĕсенчен пысăк пайĕ, материалсене çаврăнса, хаçатра вырăн тупатчĕç, хăшĕсем вара пичетленеймесĕр юлни те пулнă. Ун чухне ха-çат эрнере виççĕ тухса тăратчĕ пулин те. Çырусенчен чи лайăххисене, пĕлтерĕшлисене суйласа илме тăрăшнă. Пуçласа çыракансене те хавхалантарнă: чутласа-саваласа та пулин номере хĕстерсе янă. Ан тив, татах çырччăр. Пыра-киле вара вĕсенченех начар мар корреспонденцисем килме тытăнатчĕç.
Сакăр вуннăмĕш çулсенчи чи хастар ялкорсенчен пĕри – Виçпÿрт Шăмăршăра пурăннă П. Куликовччĕ (йывăр тăпри çăмăл пултăр). Петр Васильевич çырнă материалсемсĕр хаçат сайра тухатчĕ темелле. Тепĕр чух, çырма вăхăт тупаймасан, васкавлă çĕнĕ хыпарсене телефонпа та пулин шăнкăравласа пĕлтеретчĕ. Ăна районти малтанхи тавра пĕлÿçĕсенчен пĕри тени те йăнăш мар. Эпĕ ас тăвасса, ĕлĕкхи йăла-йĕркесене, историлле самантсене тĕпчессине вăлах пуçарса ячĕ. Ку темăпа хастар ялкор сахал мар материал пухса хатĕрленĕ, пичетлесе кăларнă.
Пуянкассинчен вара Л. Муромцева çырсах тăратчĕ. Ăна редакцин Хисеп хăми çине те кĕртнĕччĕ. Тĕрлĕ темăсем хускататчĕ Лидия Петровна. Хăй библиотека заведующийĕ пулнă май, уншăн культура ыйтăвĕсем çывăхрахчĕ.
Патирекри чи хастар ялкор – Ф. Мансуровччĕ. Вырăсла çыратчĕ вăл, ун корреспонденцийĕсене чăвашла куçарма та çăмăлччĕ. Унăн та тематики анлăччĕ, тĕрлĕ енлĕччĕ.
Кивĕ Чукалти яланхи автор – Н. Малеевччĕ. "За коммунизм" колхозри, ялти çĕнĕлĕхсем çинчен çийĕнчех çырса пĕлтеретчĕ Николай Семенович, телефонпа шăнкăравлатчĕ. Шăмăрша килсен вара редакцие кĕрсе тухатчĕ-тухатчех. Çак ялти В. Иванов – Кăрăкран та çырусем тăтăш килетчĕç. Хаçатра Василий Михайлович сăввисем те сахал мар пичетленнĕ.
Ярăслав хыпарĕсене, ял пурнăçне А. Куропаткинран лайăх пĕлсе тăраттăмăр. Çавăн пекех, Васанти В. Терентьев, Кивĕ Шăмăршăри Н. Козловпа Ф. Каргин та çырсах тăратчĕç. Палтиелĕнчи Н. Головинские те çак шутах кĕртмелле. Хайпăлари чи хастар автор – А. Васильев.
Карапай Шăмăршăра та пурччĕ хаçатăмăрăн çывăх тусĕ. Вăл – В. Филипповччĕ. Халĕ, пытармасăр каласан, унăн материалĕсене пуçламăшĕнчен мар, пĕр-икĕ абзацран вулама пуçлаттăмăр, вĕçне те çаплах хăвараттăмăр. Мĕншĕн тесен Василий Ефремович (йывăр тăпри çăмăл пултăр) çырăвĕсене тăван партипе правительствăна мухтанинчен пуçлатчĕ те çакăн пек пафоспах вĕçлетчĕ.
Сăвă-калавсем те нумай килетчĕç редакцие: çамрăксем те, аслăраххисем те хăйсен вăйне литературăра тĕрĕслесе пăхма ăнтăлатчĕç. Пурин те "пиçместчĕ", паллах. Лайăххисем вара уйăхсерен тухса тăракан литстраницăра кун çути куратчĕç. Г. Смирнов-Саспар,И. Сетриван (Виçпÿрт Шăмăршă), В. Иванов-Кăрăк (Кивĕ Чукал), М. Сергеева (Палтиел) хаçат çумĕнчи В. Бараев-Сĕркке ячĕллĕ литпĕрлешÿн чи хастар членĕсем пулнă.
Шкул ачисене илес пулсан, сакăр вуннăмĕш çулсенче Р. Филатована (Палтиел), Э. Семенова (Карапай Шăмăршă), В. Падиарова (Виçпÿрт Шăмăршă) уйрăммăн палăртса хăварасах килет.
Шкулсенче пулса иртнĕ мероприятисем çинчен харăсах икĕ-виçĕ вĕренекен çырса пĕлтерме васкатчĕ. Вĕсен çырăвĕсем те тимлĕхсĕр юлман: заметкăсене икшер автор ячĕпе те яма тиветчĕ. Никама та кÿрентерес темен.
Çав çулсенче ялкорсемпе, юнкорсемпе ĕçлессине, çĕнĕ çынсене хаçат ĕçне явăçтарассине редакци яланах тимлĕхре тытатчĕ. Кашни çулах, Пичет кунĕнче (ăна Совет саманинче майăн 5-мĕшĕнче паллă тăваттăмăр) ялкорсемпе юнкорсене, колхоз-совхозсенчи, учреждени-организацисенчи стена хаçачĕсен редакторĕсене пĕрле пухса анлă канашлусем ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕччĕ, вĕсенче чи активлисене тивĕçлипе хавхалантарма тăрăшнă. Çавăнпах хаçатăн вăл вăхăтри тусĕсем чăннипех йышлăччĕ.