Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманти пушартан сыхланар

14 июля 2012 г.

Шăрăх тăракан çу кунĕсем пушар хăрушлăхне пысăклатаççĕ. Çавна май граждансене тимлĕхе ÿстерме сĕнетпĕр.

Паллă ĕнтĕ, вăрман пушарĕсем уйрăмах хăрушă. Вăрмана çырла пуçтарма, милĕк хуçма, вутă валли хăрăк туратсем хатĕрлеме е канма кайсан, граждансене чи малтан пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр. Кăвайт чĕртсе шашлăк е пулă шÿрпи пĕçерни вăрман пушарне кăларма пултарни пирки манма юрамасть. Типсе-ĕнсе кайнă çулçăсем, йăваланса выртакан вакă вулăсем çине вут самантрах сиксе ÿкме, пушар анлăн сарăлса кайма пултарать. Сÿнтермен пирус тĕпĕ пирки те çакнах каламалла. Кĕленче бутылкăна та пăрахмалла мар. Хĕвел хытă хĕртнĕрен кĕленче те хĕрсе кайса вут кăларас хăрушлăх кăларса тăратать. Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 8.32 статйипе килĕшÿллĕн, вăрмансенче пушар хăрушсăрлăх прависене пăснăшăн граждансене 1000 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран штраф параççĕ. Должноçри çынсене 20-30 пин, юридически лицосене 200-300 пин тенкĕ таранах тÿлеттерме пултараççĕ.

Вăрмансене пушартан сыхлас тĕллевпе полици сотрудникĕсем тата вăрман ĕçченĕсем пĕрлехи рейдсем те ирттереççĕ, кирлĕ пулсан, çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

Пÿрт-çурт таврашне тирпейлĕ тытмалли, ăна турпас-çÿпрен тасатмалли пирки те манас марччĕ граждансен. Полицин участокри уполномоченнăйĕсем çак ыйтăва тимлĕхре тытаççĕ, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнман граждансем пирки, Чăваш Республикин 2003 çулхи саккунĕн ("Об административных правонарушениях") 10-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, протокол çырса район администрацийĕ çумĕнчи административлă комиссие тăратаççĕ. Комиссире вара тирпейлĕхшĕн тăрăшман граждансене асăрхаттараççĕ е штраф тÿлеттермелле тăваççĕ.

Пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пурте çирĕп пăхăнса пурăнар. Кун пек чухне "хĕрлĕ автан" килес хăрушлăх пулмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика