14 июля 2012 г.
Раççей Федерацийĕн "Хĕç-пăшал çинчен" саккунĕпе килĕшÿллĕн, килте упракан сунар пăшалне кашни 5 çулта полици уйрăмĕнче регистрацилемелле. (Срок тухиччен пĕр уйăх маларах). Шел, хăш чухне уйрăм граждансем çакăн пирки манаççĕ. Кун пек чухне вара Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 20.11 стайин 1-мĕш пайĕпе никĕслесе 1000 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штраф çырса пама тивет.
Пăшала тирпейлĕ тытманни, пурте пĕлетпĕр, инкек кăтартма пултарать. Ăна ятарлă сейфра е тимĕр ещĕкре (урай хăми çумне болтсемпе çирĕплетсе хумалла) упрамалла. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни 500 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штраф тÿлесси патне илсе пырать (20.8 ст. 4-мĕш пайĕ).
Хăш-пĕрин килте нихăçан та регистрацилемен хĕç-пăшал та пулма пултарать. Кунашкал факт палăрсан, Кодексăн 20.8 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн 3000 тенкĕрен пуçласа 5000 тенкĕ таранах штраф тÿлемелле пулать. Çакнашкал пăшала (вăл аслашшĕнчен е ашшĕнчен юлнăскерех пулма пултарать) çемье членĕ хăйĕн ирĕкĕпех полици уйрăмне килсе парсан, нимле штраф та тÿлеттермеççĕ. Таçтан ăнсăртран пăшал тупсан та полици уйрăмне памалла, штраф тÿлессинчен е урăхла айăплавран хăрама кирлĕ мар. Ку кăна та мар – çемьери регистрацилемен пăшалшăн та, тупăннишĕн те патшалăх укçа тÿлет.
Хĕç-пăшалпа çыхăннă хуть-хăш ыйтупа та Шăмăршăри полици уйрăмне килмелле. Ку ыйтусемпе эрнере пĕр хут, эрне кун, 9 сехетрен пуçласа 15 сехетчен йышăнаççĕ.