14 июля 2012 г.
Çак кунсенче полици уйрăмĕнче кăçал çур çулта туса ирттернĕ оперативлă ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр, район территорийĕнчи преступноçпа çыхăннă танлаштаруллă сведенисене тишкертĕмĕр, малашнехи тапхăрти задачăсене палăртрăмăр.
2012 çулта 6 уйăхра районта пурĕ 84 преступление регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта – 83). Преступленисен 95,2 процентне уçса панă.
Уйрăммăн илсен, районта вĕлерессипе хăратасси, ют пурлăха çаратасси, малтан судпа айăпланнисем, ÿсĕр çынсем, ниçта та ĕçлеменнисем преступлени тăвасси ÿснĕ. Пĕлтĕр çур çулта çынна юриех йывăр тата вăтам шайри сурансем кÿнĕ, взятка илнĕ фактсем пулманччĕ. Шел, кăçал çак тапхăрта çакнашкал преступленисенчен кашнийĕнпех пĕрер факт хутшăннă. 2011 çулхи пĕрремĕш çур çулта çул çитмен çамрăксем преступлени тунă тĕслĕхсем пулманччĕ, кăçал вара вĕсем 2 хутчен преступлени çулĕ çине тухрĕç.
Тепĕр çын çине алă çĕклесси, саккуна пăсса килте хĕç-пăшал, патронсем упрасси, экономика преступленийĕсем тата растрата тăвасси, обществăлла вырăнсенче саккун йĕркине пăсасси, ушкăнпа каварлашса преступлени сукмакĕ çине тухасси чакнă.
Çынна хĕнесе асаплантарса пурăнасси, уççăн çаратасси, урамра преступлени тăвасси (пуринпе те 2-шер факт) пĕр шайрах юлнă.
Июнь уйăхĕнчи хăш-пĕр преступленисене уйрăммăн илсе пăхсан, вĕлерессипе хăратасси ÿсни пире, полици сотрудникĕсене, питĕ пăшăрхантарать. Сăмахран, пĕлтĕр çакнашкал 8 факта шута илнĕччĕ, кăçал вара - 13 таранах. Акă Пăчăрлă Пашьелĕнче ашшĕ хăйĕн ывăлне вĕлерессипе хăратнă. Паллах, çак факт тăрăх, РФ УКĕн 119 статйипе килĕшÿллĕн, уголовнăй ĕç пуçарнă.
Карапай Шăмăршăра пĕр хĕрарăм хăш-чухне амăшĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламан, ачи çине алă çĕклеме те именмен. Çак факт тăрăх та, РФ УКĕн 156 статйипе килĕшÿллĕн, уголовнăй ĕç пуçарма тивнĕ.
Районти хăш-пĕр граждансем хăйсен выльăх-чĕрлĕхне кĕтĕве яманни, вĕсене ирĕкре çÿретни пирки иртнĕ уйăхра район хаçатĕнче пăшăрханса çырнăччĕ эпир. Тÿрех каламалла: лару-тăру лайăх еннелле нумай улшăнмарĕ. Районти ялсен таврашĕнче выльăхсем ирĕккĕн çÿренине тăтăшах курма пулать. Шăмăршăра вара уйрăмах качакасем тарăхтараççĕ. Вĕсен хуçисем те çук тейĕн. Мăйракаллă тата мăйракасăр чĕр-чунсем райцентр тăрăх ушкăнĕ-ушкăнĕпе унталла та кунталла çÿреççĕ. Хăш чухне автомашинăсен çулне те пÿлсе тăраççĕ. Граждансене хăйсен выльăхне кăкарса усрама е кĕтĕве яма ыйтатпăр. Кун пек чухне выльăх-чĕрлĕх тĕрĕс-тĕкел упранĕ.