Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аварисен шучĕ ÿснĕ

14 июля 2012 г.

Кăçал çур çулта район территорийĕнче 9 авари пулнине регистрациленĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 4 аварие шута илнĕччĕ. 2012 çулхи аварисенче 1 çын вилнĕ, 11 çын аманнă (пĕлтĕр çак тапхăрта – 4).

Июнь уйăхĕнче кăна 4 авари пулнă. Вĕсенчен 2-шĕ – Федераллă çул çинче, пĕри - Кивĕ Чукалпа Чукал хушшинче, пĕри Палтиел çывăхĕнчи кĕпер патĕнче пулса иртнĕ.

Аварисенчен иккĕшне çул çитмен çамрăксем тунă. Çул çине пĕри – "Жигулипе", тепри грузовикпа тухнă. Иккĕшĕ те руле кирлĕ пек тытса пырайман, аварире аманса больницăна лекнĕ.

Ашшĕ-амăшне çакăн пирки те каласа хăварас килет. Çул çитмен çамрăксене автомашина шанса памалла мар. Ку вăл ачасемшĕн те, ыттисемшĕн те инкекпе вĕçленме пултарать. Çÿлерех асăннă синкерлĕ фактсем ыттисемшĕн те çирĕп урок вырăнне пулччăр.

Халĕ, çу кунĕсенче, ачасем çул тăрăх скутерпа ярăнса çÿренине тăтăшах курма пулать. Хăш-пĕрисем самаях хăватлă двигательлĕ скутерсемпе вирхĕнеççĕ. Эпир çул çитмен çамрăксене тата вĕсен ашшĕ-амăшне çакăн пирки те аса илтеретпĕр. Енчен те скутер двигателĕн лаптăкĕ 50 кубла сантиметртан ытларах пулсан, çак техникăна полицин ГИБДД службинче регистрацилемелле, унăн рулĕ умне ларма «А» категориллĕ удостоверени илмелле.

Çавăн пекех ачасем çул тăрăх велосипедпа каллĕ-маллĕ ярăнса çÿренине те тăтăшах куратпăр. Хăш-пĕри вара автомашинăсем çÿрекен çул çинех тухать. Ку вара инкекпе вĕçленме пултарать. Пĕлтĕр пĕр ачана, велосипедпа пынăскере, çул çинче "Жигули" çапса хăварнăччĕ.

Каникул кунĕсенче ачасем, уйрăмах кĕçĕн классенче вĕренекенсем, урамра тĕрлĕ вăйăсем пуçлаççĕ. Хăш-пĕри çул хĕрринче е çул çинчех вылять. Çакă та инкекпе вĕçленме пултарни пирки ашшĕ-амăшĕн те, ачасен хăйсен те манма юрамасть. Водительсене урамсенче тимлĕхе ÿстерме, хăвăртлăх йĕркине çирĕп пăхăнма сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика