14 июля 2012 г.
"ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ" наци паркĕнчи чĕр чунсемпе ÿсен-тăрансене халĕччен сахал мар тĕпченĕ. Анчах ку тĕлĕшпе "çереме уçса" пĕтернĕ теме çук. Çавăнпах ĕнтĕ кунта тĕрлĕрен экспедицисем, наука ĕçченĕсем килсех тăраççĕ. Хальхинче вара кунта, Баскак лесничествинче, ачасен виçĕ эрнелĕх тĕпчев лагерĕ ĕçлерĕ. Çак хушăра çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем тĕрлĕрен тĕпчевсем ирттерчĕç, кашниех ятарлă уйрăм темăпа ĕçлерĕ. Ĕнер вара ачасем вăрмантах наука конференцийĕ йĕркелерĕç.
Вăтăр ача килнĕ лагере. Вăл шутран виççĕшĕ – Мускавран килнисем. Çак ушкăн ертÿçипе А.Тихомировапа курса калаçрăм.
– Питĕ килĕшрĕ кунти вăрман, тавралăх. Кунта – çăтмах тĕнчи тейĕн, – хăйĕн шухăш-кăмăлне уçса пачĕ Анна Викторовна. – Ачасем те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç, савăнчĕç. Вĕсем тĕпчев ĕçĕсене те хавхалансах пурнăçларĕç. Стас Ганицский, сăмахран, нăрăсемпе интересленчĕ, Гоша Верешагинăн теми – хурт-кăпшанкăсем. Парк территорийĕн географийĕн те хăйĕн уйрăмлăхĕсем. Вĕсене Антон Броиловский тĕпчерĕ. Пирĕн ушкăнпа çÿреме Çĕнĕ Шупашкар ачи Рома Афанасьев кăмăл турĕ. Унăн тĕпчев теми – тĕрлĕ мăксем тата вĕсен уйрăмлăхĕсем.
Ытти вĕренекенсем – Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча пултарулăхĕн центрĕнчи "Дикая природа" лагере çÿрекенсем. Шăмăршă тăрăхне вĕсене Е.Виноградова илсе килнĕ. Елена Юрьевна каланă тăрăх, унăн ушкăнĕ те самаях тухăçлă ĕçленĕ. Вăл палăртнă тăрăх, сăмахран, Анна Кокель, Никита Иванов, Катя Петрова уйрăмах тăрăшса, çине тăрса вăй хунă, тĕрлĕ енлĕ сăнавсемпе тĕпчевсем ирттернĕ. Пĕр сăмахпа, пуян материал пухнă, хăйсемшĕн çĕннине нумай пĕлнĕ.
– Çара çерçисене те нумай тĕпчерĕмĕр, чылайăшне ункăларăмăр. Çакă вĕсем куçса çÿрессине (миграци) сăнаса тăма кирлĕ, - терĕ Е.Виноградова. – Парк территорийĕнче Чăваш Енре халĕччен тĕл пулман тăватă тĕрлĕ çара çерçие тупса палăртрăмăр.
Ачасенчен чылайăшĕ ку тăрăхра иккĕмĕш хут иккен. Хальхинче те вĕсемшĕн лагерьти виçĕ эрне усăсăр иртмен: аса илмелли, пĕтĕмлетмелли нумай пулĕ.