14 июля 2012 г.
ВĂХĂТРА пăхса-асăрхаса тăмасан, япăххи вăй илсе аталанасси те куç кĕретех. Пысăкки пĕчĕккинчен пуçланать тени пирки те çакнах каламалла. Эрозиех илер-ха.
Тĕрлĕ йышши пулать çак мур. Пирĕн тăрăхра вара çĕрĕн хăрушă тăшманĕ – тăпра эрозийĕ. Ăна пуçламăшĕ çеç кирлĕ – çулран çул сарăлса пырать. Ун çулне вăхăтра пÿлмесен, вăл самаях хура-шур кăтартасса кĕтсех тăр.
Ĕлĕкрех кашни колхоз-совхозрах эрозие хирĕç кĕрешекен ятарлă звеносем йĕркеленĕччĕ, вĕсем ку тĕлĕшпе самаях пысăк ĕçсем тăватчĕç. Çĕре шыв-шур çурма пуçланине вăхăтра асăрхаса ун çулне пÿлни инкеке чарса лартма май паратчĕ.
Эпĕ хам та темиçе çул "Правда" колхозри эрозипе кĕрешекен звенона ертсе пытăм. Пĕчĕк йышпах пысăк ĕç тăваттăмăр: пĕчĕк çырма-çатрана пÿлсе мĕн чухлĕ çатан пĕве туман-ши, ишĕлекен çырансене миçе тĕп йывăç-тĕм лартса хăварман-ши;
Малашлăха пăхса та ĕçлеттĕмĕр. Вăл çулсенче уй-хире, çырма-çатра таврашĕсене, ытти çĕрсене тĕплĕн тĕрĕслеттĕмĕр, эрози пуçланма пултаракан вырăнсене малтанах шута илсе ĕçе пуçăнаттăмăр. Калама çук пысăкчĕ çакăн усси. Ир вăраннă кайăк тутă пулать тенĕ пек, эппин. Пур çĕрте те çакăн пек пулнă тесе çирĕплетсех калама пултараймастăп – кунта эпĕ хам ертсе пынă звено тĕслĕхне çеç илсе кăтартрăм.
Эрозие хирĕç кĕрешесси – çатан карта-пĕве туни, йывăç-тĕм лартни çеç мар. Кунта, ман шутпа, уй-хир ĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра агротехникăна çирĕп пăхăнни кирлĕ. Юлашки вăхăтра хăш-пĕр çĕрте çакă питех сисĕнсе каймасть. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем пĕтсен, çĕре фермерсемпе хушма хуçалăх йĕркелес текенсене уйăрса пама тытăнсан палăрма пуçларĕ çакă: çĕре кам мĕнле пĕлет, çапла ĕçе кĕртет, унăн уйрăмлăхĕсене, айлăм-сĕвекне питех шута илмест. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ эрози, вăй илсе сарăлса пырать.
Районта эрозие хирĕç кĕрешмеççĕ, çакăн çине алă сулнă тесшĕн мар-ха эпĕ. В.Давыдов эколог каланă тăрăх, ишĕлме, шыв çурма пултаракан вырăнсене кăçал та, иртнĕ çулсенче те сахал мар йывăç-тĕм лартса хăварнă. Ман шутпа, эрозие хирĕç кĕрешес ĕçе, ял поселенийĕсене, шкулсене анлăрах явăçтарни те лайăх пулнă пулĕччĕ.