14 июля 2012 г.
Хальлĕхе нихăш географи картти çинче те кун пек кÿлĕ пуррине палăртман. Анчах çак çитменлĕхе, тен, хăçан та пулсан пĕтерĕç. Шăмăршă районĕнчи Палтиел вăрманĕнче, Хырла шывĕ çинче плотина тунă. Куçпа виçейми сарăлса выртать вăл. Хăйĕн илемĕпе хăй патнелле туртать. Çак вырăна çитсе курман çын теприн сăмахĕсем тăрăх кăна çакăнти хитрелĕхе чунпа туйса илеймĕ.
Кÿлĕ çийĕн хумсем чупни, ун çийĕн кайăксем вĕçни, юнашарах вăрман кашлани... Акă вăл çут çанталăкăн илемĕ. Сăнатăн та тĕлĕнетĕн: миçе тĕрлĕ шыв кайăкĕ иленнĕ ку вырăна. Хăшне-пĕрне эпир хамăр тăрăхра пачах та курман. Апла пулсан, плотинари шыв хăй патне чĕрĕ чунсене туртать. Пулăпа пуянланать кÿлĕ, раксем пурри пирки те иккĕленÿ çук.
Анчах çынсем çак илеме туймаççĕ. Канма килеççĕ те хăйсем хыççăн çÿп-çап хăвараççĕ. Тасалăхпа тирпей çинчен вĕсем нихăшĕ те пуçра тытмаççĕ. Плотина хĕррине çÿп-çап пăрахма ятарласа контейнер та лартнă. Унта пырса пăрахма йывăр та мар. Çакăн пирки "Гидроресурс" хысна учрежденийĕн директорĕ Камиль Салихов тарăхса пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, кунсерен плотина таврашне çÿп-çапран, тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасатма тивет.
Камиль Эсгатовича тата тепĕр ыйту та канăç памасть. Халĕ çуллахи шăрăх кунсем тăраççĕ. Çынсем пурте шыва кĕме çÿреççĕ. Плотинана пыракансем те пур. Анчах ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли управра шыва кĕме юрамасть. Темшĕн çакна çынсем ăнланмаççĕ. Кашни кунах çакăнта вăй хуракансен шыва кĕме пынă çынсене хăваласа яма тивет. Плотина тарăнăшĕ 17 метра çити, çавăнпа та хăрушлăх питĕ пысăк. Пĕр сăмахпа каласан, ытти çĕрте шыва кĕрекенсен те асăрханулăх пирки манмалла мар.
Паллах, çакăнта пухăннă шыв çынсен нушине часах çăмăллатĕ. Таса шыв кашни киле çитсе кранран шăнкăртатса юхĕ, вăл санитарипе гигиена нормисене пур енлĕн тивĕçтерĕ.
Çапла, чăваш тытса пăхмасăр шанмасть, ĕненмест. Районта çакнашкал пысăк плотина пуласса та шутламан. Халĕ вара кур та тĕлĕн. Сăмахпа калаçнине кăна мар, ĕçне курса ĕненме пулать. Тен, малашне çак тăрăха çут çанталăкри ытти илемлĕ кайăксем килсе иленĕç; Мĕнле илемлĕ курăннă пулĕччĕ хумсем çийĕн шурă акăшсем ишни. Килччĕрех вĕсем, килччĕрех...