14 июля 2012 г.
ÇĔР çинче пурăнакан çыннăн кашнийĕн тĕллев пур. Вĕсем яланах мĕн патне те пулсан ăнтăлаççĕ, мĕн те пулсан пурнăçлама тăрăшаççĕ. Анчах вĕсем хушшинче хăйсен пурнăçне пархатарсăр пурăнакансем те сахаллăн мар. Ку тĕлĕшпе ĕçке ярăннă çынсене чи малтанах асăнмалла. Вĕсен пурнăç илемĕ – эрех-сăрара.
Юлашки çулсенче черкке тытма юратакансем хушшинче хĕрарăмсем йышлăланса пыраççĕ. Вĕсене урамра та, кил-çурт таврашĕнче те, кафесемпе барсенче те курма пулать. Мĕнле сăлтав ĕçме хистет-ши вĕсене; Пĕрисем – хуйхă-суйхă килсе çапнăран, теприсем – савнăçпа, виççĕмĕшсем иртĕнсе ĕçеççĕ. Черкке пушатас ĕмĕтлĕскерсем çакна пурнăçлама темĕнле сăлтав та шыраса тупаççĕ.
Уйрăмах çамрăк хĕрарăмсем аллисене черкке енне тăсма пуçлани шухăшлаттарать. Ушкăнсене пухăнаççĕ те савăнаççĕ, юрлама пуçличченех ĕçсе лартаççĕ. Мăшăрĕсем юта ĕçлеме çÿренĕрен те пулĕ хĕрарăмсем хăйсене ирĕккĕн тытаççĕ. Вĕсене çумра çамрăк ача пурри те чăрмантармасть.
Паллах, ÿсĕр хĕрарăм ытла та нĕрсĕр курăнать. Вăл хăйĕн илемлĕхне самантрах çухатать. Унăн хăтланчăшĕ те кăмăла хуçать. Хăйсем вара çакна асăрхамаççĕ.
Эрех-сăрана çăмăллăнах лавккара, кафере е барта туянма пулать. Çынсем хăйсем те килĕсенче ханша юхтараççĕ. Унтан та ытларах тĕлĕнтерекенни – почта уйрăмĕсенче спиртсем сутма тытăнни. Маларах вăл хутăшсем аптекăсенче кăначчĕ пулсан, халĕ çыхăну ĕçченĕсем те унпа суту-илÿ тăваççĕ. Малашне вара тата кам тăсĕ-ши çак "ĕçе;" Тен, почта уйрăмĕсенче спирт сутса çынсене хаçат-журнал çырăнма пыма йыхравлаççĕ; Анчах эрех-сăра пичкине пуçĕпех путма пуçланă этем çĕнĕ хыпарсем пĕлесси пирки шухăшлани, алла хаçат-журнал тытса вулани иккĕлентерет. Вĕсен пуçĕнче яланах ăçтан пыра чÿхемелли тупмалли шухăш кăна явăнать пулĕ;
Юлашкинчен "Эх, пурнăç!.." темелли çеç юлать. Нивушлĕ виçеллĕ ĕçнипе кăна пурăнма май çук; Мĕншĕн эрех-сăра лĕрккесе хамăр пурнăçа тататпăр;