Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсем пур

18 июля 2012 г.

УТĂ (ИЮЛЬ) уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе планерка ирттернĕ.

Республика промышленноç комплексĕн ĕçĕн 2012 çулăн пĕрремĕш çурринчи пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Федорова пĕлтернĕ. 2012 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче промышленноç производствин индексĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 115,6 проц., çав шутра продукци тирпейлекен производствăсен организацийĕсем тăрăх 117,6 проц. пулнă.

Тирпейлекен проиводствăсен экономика ĕçĕ-хĕлĕн тĕп 12 енĕнчен 10-шĕнче ÿсĕм палăрать. Транспорт хатĕрĕсемпе оборудовани туса кăларас енĕпе индекс иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 152,5 проц. пулнă, машинăсемпе оборудовани туса кăларассипе – 135,9 проц. тата ыт.те.

2012 çулăн пĕрремĕш çурринче республикăн промышленноç комплексĕ 70,9 млрд тенкĕлĕх продукци ăсатнă, ĕç тунă, пулăшу кÿнĕ. 2012 çулхи январь-май уйăхĕсенче вăтам ĕç укçи 17,2 проц. ÿснĕ, 15,9 пин тенкĕ пулнă. 2012 çул пуçланнăранпа ĕç укçи парăмĕ республикăра 17,1 млн тенкĕ (21,6 проц.) чухлĕ чакнă, 2012 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 62 млн тенкĕ юлнă.

Юстици министрĕ Надежда Прокопьева пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çулта граждансене çар службине илмелли çурхи призыв планĕ тăрăх çирĕплетнĕ задание Чăваш Республики туллин пурнăçланă. 2412 çынна çар службине ăсатнă, вăл шутран Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕ – 158 çамрăка. Вĕсенчен 43-шĕ – шăмăршăсем.

Республикăри юхан шывсенчи, кÿлĕсемпе пĕвесенчи лару-тăру çинчен республикăн Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш пĕлтернĕ. Июлĕн 16-мĕшĕ тĕлне 31 çын шывра путса вилнĕ, 3 ача куçне хупнă. Телее, кун пек тĕслĕхсем кăçал Шăмăршă тăрăхĕнче пулман, малашне те ан пулччăр. Ачасем вилни – питĕ пысăк хуйхă. Михаил Игнатьев влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене шыври инкекрен асăрхаттарас тĕлĕшпе лайăхрах ĕçлеме хушнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика