Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕкĕнтĕр – ăна чир ан тĕкĕнтĕр

18 июля 2012 г.

САХАЛ яваплă "Сингента" общество ял хуçалăх культурисене, уйрăмах сахăр чĕкĕнтĕрне туса илмелли, вĕсене чир-чĕрсемпе хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлемелли препаратсем туса кăларас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлет, вĕсене тĕрĕслес, усă курас енĕпе республикăри хуçалăхсенче производствăлла кăтартуллă участоксем йĕркелет.

Кăçал вĕсенчен пĕрне шăпах пирĕн районта, "Агрофирма "Карлинская" хупă акционерла обществăра йĕркеленĕ. Иртнĕ эрнере кунта хуçалăхсен ертÿçисемпе специалистсен ятарлă семинар-канашлăвĕ пулса иртрĕ.

Хуçалăхра "Сингента" сахăр кăшманĕн пилĕк тĕрлĕ гибридне сăнавлă майпа ÿстерет. Агрофирмăна çак тĕллевпе вăрлăхсене те тÿлевсĕрех уйăрса панă. Семинар-канашлура маларах асăннă обществăн менеджерĕ Р.Колясов гибридсен уйрăмлăхсемпе, вĕсене çитĕнтермелли технологипе паллаштарнă, компани специалисчĕ Г.Тихонов препаратсен эффективлăхĕ çинче чарăнса тăнă.

Семинар-канашлура çавăн пекех çум-курăксемпе, чир-чĕрсемпе, хурт-кăпшанкăсемпе кĕрешес ыйтусене те хускатнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика